Комментари хушас

31 Çурла, 2017

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçласшăн

Çар çыннин профессийĕ яланах сумлă пулнă. Çĕршыва сыхласси — арçыннăн чи пысăк тивĕçĕ. Ĕлĕк салтакра пулман йĕкĕтсене хисеплемен. Чăваш Енре ÿснĕ, халĕ çар учили-щинче вĕренекен курсантсем пирки каласа кăтартас килет. Тăван тăрăха çулла пĕр уйăхлăха çеç килнĕ каччăсем манпа тĕл пулса калаçма вăхăт тупрĕç. Шупашкарти А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕнчен вĕренсе тухнă яшсем çар профессийĕ вĕсене мĕнпе илĕртнине уçăмлатрĕç.

Кадет шкулĕ — пĕрремĕш тĕрĕслев

Михаил Федотов Волгоградра çуралнă. Ывăлĕ шкула кайма пуçличчен çемье Шупашкара пурăнма куçнă. Миша тĕп хулари 20-мĕш пĕлÿ çурчĕн сукмакне такăрлатнă. 5-мĕш класс пĕтерсен вăл А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет шкулне кайма шухăшланă. Ашшĕ çар çынни пулни те ăна çак утăма тума хистенĕ. Унта ăс пухма пуçласан Михаил çар пурнăçĕпе çывăхрах паллашнă.

Шкул пĕтерсен ашшĕ пекех летчик пулма ĕмĕтленекен яш Краснодарти летчиксен аслă авиаци çар училищине вĕренме кĕнĕ. Каччăн вырăс чĕлхи, математика, физика предмечĕсемпе ППЭ тытма тивнĕ. Чи пĕлтерĕшли — сывлăх енчен çирĕп пулни. Михаила курсантсен йышне кĕме йывăрах пулман. Чи малтан çĕршыва юратмаллине палăртрĕ вăл, тата ĕмĕт пурнăçланасса шанмалла.

Эсĕ çар çынни пулаятăн-и? Çакна кадет шкулĕнчех ăнланма май пур иккен. Михаил каланă тăрăх, вĕсем 6-мĕш класра 32-ĕн ăс пухнă, 11-мĕшĕнче 12-ĕн юлнă. Аттестат илнисенчен 6-ăшĕ çеç çар училищине вĕренме кĕнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.