Чăваш, хăв чĕлхÿне упра!
Тăван чĕлхем çинчен сăмах хускатас килет хальхинче. Хулара мар, ялта та вырăна хуми пулчĕç ăна. Чăваш çемйисенчех «вырăс ачи» çитĕнет. Ашшĕ-амăшĕпе те, урамра та вырăсла калаçать вăл. Шкулта та анне чĕлхи кирлĕ мар ăна. Тăван чĕлхе урокĕнче ларнипех чăваш чунлă пулаймăн. Ун пирки шухăшламалли те çук. Ашшĕ-амăш калаçнине илтет-çке вăл. «Мĕн тума кирлĕ мана чăваш чĕлхи?» — пĕтĕмлетет хайхискер. «Чăвашла вĕреннипех мала каяймăн», — теççĕ аслисем те. Тăван чĕлхене вĕрентес вырăнне ачине тăрăшсах акăлчан чĕлхине хăнăхтараççĕ "интеллигентсем". Хирĕçлеместĕп, вăл хальхи вăхăтра кирлех, мĕншĕн тесен çитес çулсенчех ăна ЕГЭ тытмалли тĕп предметсен йышне кĕртме палăртнă. Чăваш чĕлхи вара? Анне чĕлхи пулнишĕн хисеплемелле, сума сумалла ăна. Маншăн чĕлхене юратманни аннене курайманнипе танах шутланать. Чĕлхе вăл — калаçу хатĕрĕ çеç мар, вăл чунлăх та. Тăван чĕлхепе калаçса ÿсекен ачасем кăмăллăрах та, çепĕçрех те çитĕнеççĕ. Çапла, кил-йышра чĕлхене хисеплесен, Геннадий Волков ăсчах калашле, ăна «тĕпелелле ирттерсен» тин вăл аталанни курăнĕччĕ. Икĕ чĕлхе — икĕ ăс, виçĕ чĕлхе — виçĕ ăс тени те тĕрĕсех.
Пĕр хĕрарăм ял шкулĕсенче наци программипе вĕрентни килĕшменни пирки калаçнине илтме тÿр килчĕ. Килĕнче ачипе вырăсла калаçаççĕ иккен вĕсем. Пуçламăш класри учебниксем пурте чăвашла пулни тарăхтарать ăна. «Хам та ăнланмастăп хăш-пĕр япалана, ачана мĕнле ăнлантармалла?» — тет вăл халь-халь çурăлса каяс пек. Хăй вара чиперех чăвашла калаçать, ĕмĕрĕпех ялта пурăннă. Çакăнта хăйĕн айăпне пĕрре те туймасть вăл. Малтанах чăвашла пупленĕ пулсан ачине йывăр пулмĕччĕ. Ытти вĕренекен пекех темăна урокрах ăнкарĕччĕ вăл. «Тата миçе çул нушаланмалла-ха ку чăваш чĕлхипе?» — терĕ юлашкинчен хĕрарăм. Ачине вырăсла вĕрентсе вырăса тухма шут тытнă-ши?
Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхи урокĕсене каллех кĕскетесси пирки сăмах илтме тÿр килчĕ. Программăна çĕнĕ предметсем кĕртнĕрен ыттисен сехечĕсене чакарма тивет. Кун пек чухне тÿрех тăван чĕлхе «айăплă» пулса тухать. Ăна хĕссе çĕннисене çул пама васкаççĕ шкул ертÿçисем. Çапла вара хамăр ларакан йывăçа хамăрах касатпăр мар-и? Тăван чĕлхе ыйтăвне «çÿлтен» йĕркелесе пымалла. Унпа çырмара та вăрманта çеç калаçмалла мар. Ăна алăк умĕнчен тĕпелелле ирттермеллех.
Çапла, чĕлхе пĕтсен халăх пĕтет. Хăй хăш халăх çынни пулнине пĕлменскер этем-и вара вăл? Чăвашсем тÿрех: «Кам ачи эсĕ?» — ыйтаççĕ пĕр-пĕринчен. Ăна ашшĕ-амăшĕпе хаклаççĕ. Эппин, хамăрăн паттăр çынсен ячĕсене манар мар, вĕсене асра тытар та чăваш пулса пурăнар. Хăш халăх ачи эсĕ тесе ыйтсан «чăваш» тесе хуравлар. Ачасене те çапла вĕрентсе çитĕнтермелле, хамăрăн хастар ентешсем çинчен каласа кăтартмалла. Вĕсен чунне-юнне чăваш туйăмĕ вĕрсе кĕртмелле. Унсăрăн çулсерен сайралнăçемĕн сайралăпăр. Малалла вулас...