Комментари хушас

26 Çурла, 2017

Çĕнĕ Шупашкарта тÿлевсĕр троллейбус хутлать

Паян Çĕнĕ Шупашкар хулинче тÿлевсĕр троллейбус хутлать. Вăл ирхи вунă сехетрен каçхи вуннăччен çÿрĕ.

54-мĕш номерлĕскер Чумкасси микрорайонтан Иваново микрорайона çитет. Акцие хулан çуралнă кунĕ ячĕпе вырăнти троллейбус управленийĕ тата хаçатсенчен пĕри йĕркеленĕ. Капăрлатса илемлетнĕ троллейбусра тĕрлĕ конкурс, вăйă ирттереççĕ.

Каçхине вара хула çыннисене тата хăнисене "Челси" ушкăн концерчĕ савăнтарĕ, салют пулĕ. 

Рубрика: