Комментари хушас

24 Çурла, 2017

«Чăваш бройлерĕнче» ĕç мĕншĕн каймасть?

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов журналистсене Шупашкар районĕнчи «Чăваш бройлерĕ» акционерсен уçă обществин тĕп харпăрлăхçисем çак предприятие çав-çавах аталану çулĕ çине тăратманран фабрика умне çĕнĕ йывăрлăхсем тухса тăнине пĕлтерчĕç.

«Чăваш бройлерĕ» яланах социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса паракан предприяти шутланнă, — терĕ С.Артамонов. — Лайăх вăхăтра унта 500 яхăн çын ĕçленĕ, вăл çуллен 13 пин тонна чăх ашĕ туса илнĕ. Паян 300 майлă çын тăрăшать. Кунта 600 пине яхăн чăх-чĕп. Общество акцийĕсен пакечĕн 49% республика аллинче, 51% А.Четвериков витĕмĕнчи компанисен харпăрлăхĕнче шутланать. Унăн аллинчи «Ваша Марка», «ТД «Красная Поляна», «Русские корма» тулли мар яваплă обществăсем 2016 çулхи çĕртме уйăхĕнче харăсах Чăваш Республикин Арбитраж судĕнчен «Чăваш бройлерĕнче» панкрут процедурине пуçласа ямашкăн йышăну кăларма ыйтнă.

Кунта пĕр саманта асăрхамасăр иртме çук: çав вăхăт тĕлне фабрикăн вĕсен умĕнчи пĕрлехи парăмĕ 3,151 млн тенкĕ çеç пулнă. Асăннă обществăсем çав укçашăнах темиçе çĕр çынна тăрантаракан «Чăваш бройлерĕнче» панкрута кăлармалли тапхăр пуçласа яма пуçару тунă. Мĕншĕн-ши? Хурав патне каярахпа çитĕпĕр.

— Арбитраж сучĕ панкрут процедури пуçлама ан йышăнтăр тесе предприятин çав парăмпа татăлма укçа пулнă, — сăмаха тăсрĕ С.Артамонов. — Ăна тавăрса панкрут процедуринчен хăтăлатчĕç. Шел, Четвериков витĕмĕнчи компанисен ушкăнĕ ĕçе çапла пĕтерессишĕн нимĕн те туман, суд ларăвĕнче панкрутлăх тапхăрне пуçарса яма йышăнассине хирĕçлемен, кунтан та ытларах — йышăну кăларассине ырланă. Четвериков уншăн çине тăнăран ытти кредиторăн та суда тавăç тăратма тивнĕ. Предприятире панкрутлăх процедури пуçлас ыйтăва тишкерме республика тата тÿрĕ кăмăллă кредитор «Корма и концентраты» общество хутшăнсан çеç «Ваша Марка», «ТД «Красная Поляна», «Русские корма» обществăсене панкрут тапхăрне пуçарма ыйтакан предприятисен йышĕнчен кăларма май килнĕ.

ЧР Арбитраж сучĕ тавăçа тĕпчесе кăçалхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче сăнав тĕллевĕпе фабрикăра панкрутлăх процедурине пуçласа яма йышăннă. Вăхăтлăх управляющи пулма Регионсен хушшинчи хăйсен ĕçне йĕрекелекен арбитраж управляющийĕсен «Содействие» организацийĕн членне И.Алимова çирĕплетнĕ.

Четвериков тытса тăракан агрохолдинг компанийĕсем «Тульский бройлер», «Орловский бройлер», «Волгоградский бройлер», «КубаньЭкспортХлеб», «Птицафабрика «Красная поляна» обществăсенче панкрут тапхăрне пуçласа янă хыççăн вĕсене производство активĕсĕр хăварни паллă. «Чăваш бройлерĕнче» те çак схемăпа усă курас хăрушлăх пур.

— Четвериков фабрика активне хăйĕн аллинчи предприятисен харпăрлăхне куçарттарас тĕллевпе «Чăваш бройлерĕнчен» ыйтакан кредиторсен реестрне йĕркелени куç кĕрет, — ăнлантарчĕ вице-премьер. — Фабрика Раççей Перекет банкĕнчен илнĕ кредита та тавăрса параймасть терĕç пире. Четверикова пăхăнакан предприятисем «Чăваш бройлерĕн» банк умĕнчи парăмне татма пулăшас вырăнне фабрика кредиторĕн тата банка хывнă салук прависене кредит сумми чухлех укçа тÿлесе туяннă.

«Чăваш бройлерĕнче» паян лару-тăру мĕнле?

ЧР Арбитраж сучĕ кăçалхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Четвериков ушкăнĕнчи акционерсен сĕнĕвĕпе фабрикăна ертсе пыма лартнă И.Мяснянкина директортан кăларма йышăннă. Унăн тивĕçĕсене пурнăçлама предприятин тĕп бухгалтерне В.Михайловăна шанă. «Чăваш бройлерĕн» акцийĕсен пысăкрах пайне /51%/ тытса тăракан акционерсем /«Капитал», «ПСК «АгропромстройŒ», «АльбаŒ» ОООсем/ тата фабрика директорĕсен канашĕн Четвериковпа çыхăннă членĕсем унăн ларăвне ирттерсе шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ пулнă Н.Михайлова /отставкăри генерал-майора/ предприяти тилхепине тыттарасшăн. Вăл ял хуçалăхĕнче, çав шутра кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илес енĕпе ĕçлемен, вĕренсе ятарлă пĕлÿ илмен. Асăннă акционерсем директор тивĕçĕсене пурнăçлама лартнă В.Михайловăна предприятие ертсе пырас ĕçрен пăрас тĕллевпе кампани пуçласа янă. Обществăн хурал пайĕн пуçлăхĕ С.Лавникевич унран хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен кайма ыйтнă. В.Михайлова хăйне хăратни çинчен право органне пĕлтернĕ.

Юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви право йĕркине сыхлакан органсене предприяти активне ытти компанисен харпăрлăхне куçарассине пÿлес тĕллевпе фабрика акцийĕсен 51% тытса тăракан акционерсен тата общество ертÿçисен А.Подорвановăн, Д.Масликовăн, И.Мяснянкинăн ĕçĕсене тĕрĕслеттерме ыйтса пĕрре çеç мар çырупа тухнă. Çакăн хыççăн РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ И.Мяснянкин тата хальлĕхе уçăмлăн палăртман çынсем тĕлĕшпе уголовнăй кодексăн 196-мĕш статйипе /юриех панкрута кăларни/ ĕç пуçарнă. Суд приставĕсен службин заявленийĕпе кредиторсем умĕнчи парăмпа чылай çул татăлманшăн Д.Масликов тĕлĕшпе материалсене тĕпчеççĕ. Вăл тата Мяснянкин общество директорĕ чухне коллектива шалу вăхăтра паман пирки те уголовлă ĕçсене тишкереççĕ.

Арбитраж сучĕ фабрикăна сăнав тапхăрне кĕртиччен /2016 ç./ «Чăваш бройлерĕ» «Тени-Торг» ОООпа /унăн учредителĕсем — Четвериков витĕмне лекнисем/ инкубацирен чăх чĕпписем кăларасси, вĕсене çитĕнтересси, чăхсене пусасси, ашран продукци хатĕрлесси пирки 4 килĕшÿ çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра унпа килĕшÿллĕн ĕçлет. Инкубаторсенче чĕпсем кăлармалли 211 пине яхăн çăмарта.

— Малтанласа хак парса çакна каламалла: çав килĕшÿсем обществăна тăкак кÿресси пирваях паллă пулнă. Вĕсене пурнăçланăран предприяти 30 млн тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Кунта ĕç укçи парăмне кĕртмен. Килĕшÿсем фабрикăна усă кÿменнине ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви те çирĕплетнĕ.

Хальхи вăхăтра обществăн финанс-экономика кăтартăвĕсем мĕнле пуласси килĕшÿ условийĕсене пăсакан, çÿлте палăртнă ĕçсене пурнăçламан, чăхсене çитерме апат кирлĕ чухлĕ тивĕçтермен «Тени-Торг» обществăран килет. Вăл хăйĕн çине илнĕ обязательствăна пурнăçламанран фабрика администрацийĕ ĕçлекенсене шалу параймасть.

— Паян чăх-чĕпе кашни талăкра çитерме кирлĕ апатăн 65% çеç параççĕ, — пĕлтерчĕ патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов.

Предприятин укçа-тенкĕ лару-тăрăвĕ питĕ начар. Фабрикăна сăнав тапхăрĕ кĕртнĕ май хăйĕн расчет счечĕпе ĕç укçи парассине çеç йĕркелет, ытти куçару-илÿ тăваймасть. Обществăн газ, электроэнерги парса тăракан организацисен умĕнчи парăмĕ пысăк. Вĕсем çак ресурссемпе тивĕçтерме пăрахас хăрушлăх пур. Республика Правительстви иртнĕ çулсенче «Чăваш бройлерне» ура çине тăратассишĕн, тÿрĕ кăмăллă, саккунсене пăхăнса фабрикăна аталану çулĕ çине тăратма тĕллев тытакан инвесторпа çыхăну йĕркелессишĕн тăрăшнине лайăх кăтартса пачĕ.

Четвериков нумаях пулмасть С.Артамоновпа, Правительствăн ытти членĕпе тĕл пулнă, хăйĕн сĕнĕвне шута илсе «Чăваш бройлерне» ертсе пыма лартнă директорсем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене чарса лартма ыйтнă.

— Вĕсене Ял хуçалăх министерстви пуçламасть, пĕтермест, — терĕ вице-премьер. — Ку ыйтупа следстви органĕсем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех вăл отставкăри генерал-майора фабрика директорне çирĕплетес, республика акцийĕсене /49%/ хăйне сутма ыйтрĕ. Эпир хирĕç каймастпăр. Малтан акцисене республикăран туянччăр. Вара коллектива ертсе пыма кирек хăш кандидатурăна та лартма ирĕк пулĕ. Четвериков хĕтĕртнипе паян республикăра Чăваш Ен Правительстви фабрикăна йывăрлăхран кăларассишĕн нимĕн те тумасть текен сас-хура сараççĕ. Çак сăмахсем чăнлăхпа килĕшсе тăмаççĕ. Правительство хăйĕн умне пачах тепĕр майлă тĕллев лартнă. Вăл активсене ытти предприяти харпăрлăхне куçарассине хирĕç.

Уйрăммăн ку шухăша юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева та çирĕплетрĕ.

— Эпир фабрика активĕсене урăх компани харпăрлăхне панине нимĕн тумасăр пăхса тăма пултараймастпăр. Обществăна йĕркеллĕ ĕçлеттермелле, — терĕ вăл.

Иртнĕ çулсенче республика акцийĕсене аукционра 166 млн тенкĕлле сутасшăн пулнă. Четвериков туянман. Унăн тĕллевĕ — республика лартакан хака чылай пĕчĕклетесси. Фабрикăри ĕçсене йĕркелесе ярас вырăнне акцисене йÿнĕлле туянассишĕн çеç çине тăрать.

 

 

 

Рубрика: 
Теги: