Пысăк хăвăртлăхлă магистрале килес çул тума пуçламалла
Килес çул «Мускав–Хусан» пысăк хăвăртлăхлă магистрале тума пуçламалла. Ку хыпара «Территория смыслов на Клязьме» çамрăксен Пĕтĕм çĕршыври форумĕнче транспорт темипе иртнĕ дискуссие хутшăннă Раççейĕн чукун çулĕсен вице-президенчĕ Александр Мишарин пĕлтернĕ.
Çул проектне тăвассине кăçал вĕçлемелле. Хальлĕхе Мускавран Чулхула патне çитме проект хатĕр. Триллион тенкĕ ытла ларакан магистрале 2022 çулччен хута ярасшăн. «Новости» РИА пĕлтернĕ тăрăх, магистральпе пуйăссем сехетре 200-400 километр хăвăртлăхпа çÿрейĕç.
770 километр тăршшĕ чукун çул Чăваш Ен урлă иртмелле. Аса илтерер: кăçалхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвĕ» ĕçтешлĕхĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен пухăвне хутшăннă чух Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Паян пысăк проект — пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Хусан» магистраль строительстви — енĕпе ĕç пырать, ăна пурнăçлама пирĕн республикăри предприятисем те хутшăнаççĕ», — тенĕччĕ.