Чукун çул аталанма пулăшать
Нарăсăн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коммерципе çыхăнман «Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвĕ» ĕçтешлĕхĕн пĕрлехи пухăвне хутшăннă, унта пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă.
Пухăва «РЖД» АУОн аслă вице- президенчĕ, ĕçтешлĕх президенчĕ Валентин Гапанович ертсе пынă, калаçăва Раççей промышленноç министрĕн заместителĕ Александр Морозов, федерацин тата регионсен влаç органĕсен, пĕрлешÿ предприятийĕсен ертÿçисем хутшăннă.
Валентин Гапанович чукун çул инфратытăмне лайăхлатас енĕпе ĕçлени çинчен каласа панă. Федерацин тата регионсен влаç органĕсем, промышленноç предприятийĕсем тачă çыхăну тытса ĕçлени çĕршывăн чукун çул транспорчĕн тытăмне аталантарма май парать. «Чăваш Республикипе алла-аллăн ăнăçлă ĕçленине палăртас килет. Предприятисем пысăк инфратытăм проекчĕсене пурнăçлама хастар хутшăнаççĕ. Паян кунта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пур, унăн пирĕн отрасльпе çыхăннă тимлĕхĕ пысăк хисепе тивĕç. Хамăрăн ĕçтешлĕхе малашне те çирĕплетсе пырасси пирки иккĕленместĕп», — тенĕ Валентин Гапанович.
Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче Чăваш Енри 26 промышленноç предприятийĕ Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвĕпе тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртнă. 2010-2016 çулсенче Чăваш Енри предприятисем «РЖД» АУО тата унăн тытăмĕнчи подразделенисем валли 120 миллиард ытла тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. «Çак саккассем Чăваш Енре пурăнакансем — промышленноç предприятийĕсенче вăй хуракансем — ĕçлĕ пулассине, çемьесен çирĕплĕхне гарантилеççĕ, çамрăксем валли тивĕçлĕ условисем пулаççĕ. Паян пысăк проект — пысăк хăвăртлăхлă Мускав-Хусан магистраль строительстви — енĕпе ĕç пырать, ăна пурнăçлама пирĕн республикăри предприятисем те хутшăнаççĕ», — тенĕ Михаил Васильевич.
Чукун çул техники туса кăларакансен пĕрлешĕвне туса хунăранпа кăçал вунă çул çитет. Çак ятпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕрлешĕвĕн черетлĕ конференцине Чăваш Енре ирттерме чĕнсе каланă. Валентин Гапанович, ĕçтешлĕх президиумĕн членĕсем сĕнĕве йышăннă.
Н.ЯКОВЛЕВА.
Комментировать