Комментари хушас

Паян Улатăр хули 465 çулхине уявланă май унта "Ылтăн ухă йĕнни" халăх промыслисен тата ремеслисен конкурсне ирттернĕ. Курава Мордва, Тутарстан республикисенчи, Чулхула облаçĕнчи тата тăван республикăмăрти ăстасем хутшăннă.

Курава Улатăрти ÿнер шкулĕнче вĕренекен ачасем тата асăннă вĕренÿ заведенийĕн преподавателĕ Елена Николаева та хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Ачасем йывăçран касассипе маттур пулсан, Елена Николаева пуканесем ăсталать. Ылтăн алăллă преподаватель маçтăр-класс та ирттернĕ.

Алăпа пир тĕртме хăнăхтаракан та пулнă. Курав хулари "Труд" стадионта 15 сехетре уçăлнă.

Вера ТИТОВА.