Комментари хушас

Çак самантра Максим Филиппов мăшăрĕпе Иринăпа Крымра туй хыççăнхи çул çÿревре чуп-чуп уйăхне ирттерет. Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче вĕсем хут уйăрттарчĕç. 30 çул — çемье çавăрма ир те мар, кая та мар. Çак утăма вăл мĕн пур яваплăха туйса пурнăçларĕ. «Авланиччен арçыннăн ура çине çирĕп тăмалла. Кайран ăçта пурăнмалла? Çемьене мĕнле тăрантармалла тата ытти ыйту ан чăрмантартăр», — тет Шупашкар районĕнчи Курак Чурачăкра çуралса ÿснĕ çамрăк бизнесмен.

Хитре куçшăн — лайăх паллă

Пĕлетĕн-и, эсĕ каланипе килĕшетĕп. Пур арçын та çапла шухăшласанччĕ! Э-э-э… çук-ха. Вара чылайăшĕ авланмасăрах тăрса юлĕччĕ. Максим, эсĕ мĕнле майпа алă-ура çавăрса ятăн?

— Эпĕ ахаль çемьерен. Пирĕн йăхра бизнесменсем пулман темелле. Кукаçи хăй вăхăтĕнче лаша кÿлсе пасара сутма çÿренĕ-ха, ăна хамăр тăрăхри çынсем пурте палланă. Кукаçи Анчăк раттинчен. Чир-чĕр çулăхса шар кăтартасран çапла хушма ятпа чĕннĕ пулас ăна. Учительте ĕçлекен тăван нумай. Анне — зоотехник, атте — прораб, строитель. Аттепе анне чылай çул хамăр тăрăхра ял хуçалăхĕнче вăй хунă. Аттен девизĕ: «Ĕçлемелле, ĕçлемелле, ĕçлемелле». Тепĕр чух мĕн те пулин ыратсан та вăл пĕрех картишĕнче кăштăртатса çÿрет. Тантăшсем мечĕк хăваласа чупатчĕç, эпир атте- анне хушнине пурнăçламасăр урама выляма тухман. Çăвĕпе утă типĕтме çÿренĕ, кăшман ани çумланă. Эпир выльăх нумай усранă, ĕç туллиех пулнă. Атте-анне вăр- вар çынсем, пире те, виçĕ ачине, ахаль лартман. Каникулта эпир кашни çулах колхозра вăй хунă, шкула кайма укçа ĕçлесе илнĕ. Атте пире пиччепе иксĕмĕре çапла калатчĕ: «Килте виçĕ арçын пур çинче аннÿн тулли витре йăтмалла мар», — тетчĕ. Ку сăмахсем ĕмĕрлĕхе асра юлĕç, хĕрарăма хисеплеме, хĕрхенме вĕрентрĕ атте. Тĕрĕсех, тепĕр арçынсем хуçалăхри йывăр ĕçе мăшăрĕ çине тиеççĕ. Çавăнпах арăмĕсем вăхăтсăр ватăлаççĕ, чирлеççĕ. Мăшăра упрамалла, вара арçыннăн та пурнăçĕ ăнать. Ку чăнлăх.

Ĕç упăтерен те çын тунă теççĕ. Эсĕ те пĕчĕкрен унпа пиçĕхнĕ ав.

— Шкултан вĕренсе тухсан аслă пĕлÿ илме Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалне кĕтĕм. Эпир Аня йăмăкăмпа пĕр харăсах студент пултăмăр. Вăл ял хуçалăх академийĕнче ветеринара вĕренчĕ. Эпĕ — укçалла, йăмăк — тÿлевсĕрех. Мана ăс парассишĕн атте-анне банкран кивçен те илнĕччĕ, ăна татас тесе вăкăрсем хĕл каçараттăмăр. Института çулсеренех пĕрер вăкăр «çавăтса кайнă» тесен те йăнăш мар. Çавăнпа та укçа кирлĕ тесе ыйтма аванмарланнă. Вĕсем ахаль те паркаланă-ха, анчах нухрат 1 эрнелĕхе çитместчĕ. Çамрăк чухне унта-кунта тухса çÿрес, канас килнĕ, ку тĕллев валли укçа тыттарман. Эпĕ тимĕр- тăмăр пушатнă-тиенĕ çĕре ĕçлеме каяттăм. Ун чухне пĕр пулĕмлĕ хваттерте 5-6-ăн пурăнаттăмăр, икĕ сыпăкри аппа-йăмăкпа, Аньăна пĕрле. Пурте студентсем. Ирпе тухса каяттăм та каçпа кăна таврăнаттăм. «Вĕренме каймасăр ĕçлеме çÿренине аннене каласа ан парăр», — теттĕм. Вĕсем шарламан, мĕншĕн тесен эпĕ ĕçлеме кайнă кунсенче сумка тулли тутлă çимĕç тултарса килеттĕм. Пĕрмай яшка кăна çиес килмест вĕт. Печни, канфет, çăратнă сĕт… туянаттăм. Эп ĕçлеме кайнăшăн хĕрсем савăнатчĕ кăна. Атте-аннене икĕ студента вĕрентме çăмăл пулман. Пĕр тăвансем те, эпĕ те халĕ çав вăхăтсене ырăпа аса илетпĕр. Эпĕ пушă кĕсьепе çÿремен. Эрнере 2 хутчен ĕçлеме каяттăм. Кунне 1 пин тенкĕ тÿлетчĕç. Ку пысăк укçаччĕ. Ун чухне троллейбусри билет хакĕ — 6 тенкĕччĕ. Преподавательсем ман пирки «хĕвел сăн-питлĕ арçын ача» тетчĕç. Эпĕ хĕрлĕ, сарă, шурă йĕрсемлĕ хитре кофтăпа çÿреме юрататтăм. Пĕррехинче преподаватель «хитре куçушăн тесе экзаменра билета хуравламасăрах «4» лартрĕ. «Калатăн тăк «5» пулать», — терĕ. Эпĕ «4»-па та килĕшрĕм.

Сарайĕнчен пуçăннă бизнес

— Диплом илнĕ хыççăн эсĕ те тăван хуçалăхах таврăннă.

— Çапла. Техника хăрушсăрлăхĕн инженерне вырнаçрăм. Праваллă пулса кивĕрех машина туянтăм. 12-13 пин тенкĕ шалу алла кĕни мана, мал ĕмĕтлĕ çамрăка, çырлахтармастчĕ. Стройкăна кайрăм. Çав хуçалăхра кăлпасси цехĕ тунă çĕрте пиччепе Кирилпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. «Кур-ха, стройматериала, шăвăç хатĕрсене сăмахран, хаклăпа туяниччен хамăр алăпа ăсталама пулать», — терĕмĕр. Кирилл, икĕ сыпăкри пичче Олег тата эпĕ укçа пухрăмăр та 30 пин тенкĕпе станок туянтăмăр. Ăна килти сарайне вырнаçтартăмăр, шăвăçпа ĕçлеме тытăнтăмăр.

— Укçа тăвана та вăрçтарать. Эсир хăрамарăр-и?

— 2012 çулта ĕçе йĕркелесе ятăмăр. Турра шĕкĕр, чиперех пурăнатпăр-ха. Эпĕ предприниматель пулса тăтăм. Эрне варринче станок умĕнче тăраттăм, кану кунĕсенче Ишек пасарне атă, калуш сутма çÿреттĕм. Малалла вулас...

 

Алина ИЗМАН калаçнă.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.