Комментари хушас

1 Çурла, 2017

Уйăрнă укçапа паян-ыранах усă курмалла

Питтукассинчи свалкăна мĕншĕн халĕ те рекультивацилемеççĕ?

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацине халăх йышлă пухăнчĕ. Сăлтавĕ те пĕлтерĕшлĕ. Алексей Ладыков тĕп хулан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çур çулти кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ку вара, паллă, чылайăшне кăсăклантарать.

Авăн уйăхĕччен ĕлкĕрмеллех

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ чи малтанах Шупашкар Раççейри аталанса пыракан пысăк хуласен йышне кĕнине, хула хăтлăхĕн пахалăхĕн индексĕпе 5-мĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕ. Сити-менеджер çавăн пекех кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче чылай кăтартăва лайăхлатма май килнине палăртрĕ. Акă организацисен çаврăнăшĕ экономика ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕм енĕпе илсен 100 миллиард тенкĕпе танлашнă, ку пĕлтĕрхи çак тапхăр тĕлĕшпе 110% яхăн пулать. Промышленноç производствин индексĕ 4% ÿснĕ, 103% танлашнă. Производство калăпăшĕ чылай отрасльте пысă-кланнă. Çав хушăрах хăшĕ-пĕринче, тĕслĕхрен, строительство комплексĕн тата стройматериалсен предприятийĕсенче, кăтартусем чакнă. «Сăлтавĕ — хăпартакан çурт-йĕре туянас текен сахалланни, хатĕр продукцие сутас тĕлĕшпе чăрмавсем сиксе тухни», — терĕ Алексей Олегович.

Вăл пĕрремĕш çур çулта патшалăх тата муниципалитет программисене — «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем», «Хăтлă хула», çынсене авариллĕ çурт-йĕртен çĕнĕ хваттерсене куçарассипе çыхăннине — пурнăçа кĕртес енĕпе нумай ĕçленине каларĕ. Кăçал Шупашкарти ишĕлес патнех çитнĕ çуртсенчен 984 çемьене çĕнĕ хваттерсене куçармалла, çак тĕллевпе 112 çурт хăпартма палăртнă. Шел те, хальлĕхе вĕсенчен пĕри те хатĕр мар-ха, эппин, пĕр кил-йыш та çĕнĕ хваттер уççине илеймен. «Асăннă программа кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет. Официаллă кăтартусем тăрăх — Шупашкар çак вăхăтчен ĕлкĕреймест. Çавăнпа хула тата республика тĕлĕшпе штраф санкцийĕсем палăртмĕç-ши?» — пăшăрханса ыйту пачĕ докладçа хула Пухăвĕн депутачĕсенчен пĕри.

Алексей Ладыков РФ Правительстви лартнă тĕллеве хăйсем калама çук кĕске тапхăрта — 6 уйăхра — пурнăçа кĕртме планланине каларĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, çак канашлăва ертсе пынăскер, республика çыннисене авариллĕ çурт-йĕртен куçармалли программа валли 5 миллиард ытла тенкĕ уйăрнине, çав шутран 2,5 миллиард тенкине Шупашкар хули тивĕçнине аса илтерчĕ. «Асăннă программăн 4-мĕш тапхăрĕ кăçал вĕçленет. Эсир планпа мĕн палăртнине вăхăтра пурнăçласса питĕ шанас килет», — терĕ Валерий Николаевич.

Ахальтен пăшăрханмаççĕ

Йăлари хытă каяша турттарса тухнăшăн тÿлев укçине ÿстернĕшĕн те халăх кăмăлсăрланать, Питтукассинчи свалкăна рекультивацилес ĕçе мĕншĕн халĕ те пуçламанни те тĕлĕнтерет — çакăн валли федераци тата республика бюджечĕсенчен пысăк укçа уйăрнă-çке. Валерий Филимонов спикер ку проекта «Таса çĕршыв» наци проектне тата Раççейри Экологи çулталăкне ирттермелли мероприятисен планне кĕртнине аса илтерчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕсен ассоциацийĕн пуш уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ ларăвĕнче те сÿтсе явнине палăртрĕ. Питтукассинчи йăлари хытă каяшсен санкциленĕ çÿп-çап вырăнне рекультивацилемешкĕн 2017 çулта федераци тата республика бюд-жечĕсенчен 122,5 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. «Унпа вăхăтра усă курмасан укçана федераци бюджетне тавăрса памалла пулать», — кулянăвне пытармарĕ Валерий Николаевич. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.