Тĕнче пăтранăвĕнче çанталăк та картран тухрĕ
«Америка, Европа çĕршывĕсем санкцисем йĕркелени çитмерĕ, халĕ тата çанталăк картран тухрĕ — çумăр пĕр чарăнми лÿшкет». Çакăн пек каланисене кăçал темиçе те илтрĕм. Халăх каларăшĕ евĕр тепĕр ăнлав вара пире тÿрреммĕнех пырса тивет: «Чăваш çĕрĕ-шывĕ çур çула яхăнах юр айĕнче пулсан та ял хуçалăхне аталанма пĕтĕм услови пур. Хĕвелсĕр пуçне».
Кунта шахвăртуллă шухăш пытарăннине вулакан ăнкарчĕ-тĕр. Ара, хĕвел ăшшисĕр нимĕн те ÿсĕнмест. Çумăра пула хăмăш евĕр тăсăлса çитĕнни те кăлтăклă — пучахсем пушăрах, пĕрчисем шак хытаймаççĕ.
— Ÿсен-тăрана çирĕм пилĕк градус ăшă кирлех. Унсăрăн тырă-пăрçа тулса, пиçсе çитеймеççĕ, — тет Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма гендиректорĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роберт Игнатьевич ПЕТРОВ. — Çу кунĕсем чăннипех тĕлĕнтереççĕ — шыв юхать çуркуннехи пек, çанталăк тăрать хура кĕр евĕр.
— Çĕр çинчи пурнăçа пĕтĕмпех Çÿлхуçа йĕркелет теççĕ-ха та, тĕнче пăтранăвĕнче вăл та тăнăçлăхне çухатрĕ — çу кунĕсем сивĕ те çумăрлă тăнине, иккĕшĕ те пĕрле йăтăнса аннине, ниепле те аса илеймерĕм.
— Фуфайка хывмасăр ирттернĕ сивĕ çулсем, йывăç-курăк тăнч ĕннĕ шăрăхсем пулнă-ха. Çапах та çуллахи вăхăтра, акаранах ĕнтĕ, çумăр уйăхĕ-уйăхĕпе çуни, тачка пĕлĕтсем витĕр хĕвел ăшши анайманни çут çанталăкăн тĕлĕнтермĕшĕ тесен те юрать-тĕр.
— Ака пур çĕрте те йывăр иртрĕ. Кунсерен çăвакан çумăр çанă тавăрса вăй хума чăрмантарчĕ, ĕç-хĕле вăраха ячĕ...
— Чăрмантарчĕ çеç мар, вăйлă нушалантарчĕ. Лачкам исленнĕ çĕр шалкăм çумăра «çăтса» ĕлкĕрейменрен анасенче шыв тăчĕ. Типшĕрекен, техника кĕме пултаракан лаптăксене сăнасах тăтăмăр. Çапла майпа ĕçлесен те ака вăраха кайрĕ çав... Пĕлтĕр эпир 16 культура çитĕнтернĕччĕ. Кăçал иккĕшĕ варăнаймарĕ — йĕтĕн акма кая юлтăмăр, хуратулпа аппаланас темерĕмĕр. Иртнĕ çулхи те, вăрлăхлăх çитĕнтернĕскер, складсенче 150 тонна выртать. Раççейĕпех нумай туса илнĕрен лайăх хакпа сутăнмарĕ. Пĕтĕмĕшле илсен акмасăр-лартмасăр пĕр гектар та хăвармарăмăр. Хальлĕхе хитрех çитĕнеççĕ. Анчах та...
— Шăпах анчах пирки ыйтасшăнччĕ. Çанталăк улшăнмасан, малашне те йĕпе-сапаллă тăрсан тухăçлăха витĕм кÿмĕ-и вăл?
— Уяртмасан, çумăр çума чарăнмасан пысăк тухăç илесси иккĕлентерет. Лачкам вырăнта ÿсен-тăран тымарĕ ĕçлеме чарăнать. Туна аялтан сарăхма пуçлать, вара хăрма тытăнать. Çав хăрушлăх пур. Çапах та çанталăк юсанасса шанатпăр. Аван тухăçах та пухса илĕпĕр.
— Роберт Игнатьевич, çĕр улми тавра та пĕр-ик çаврăм сăмахлар-ха. Специалистсем каланă тăрăх — чипсы, пюре, фри тумалли çĕр улми сорчĕсене эпир 100 проценчĕпех чикĕ леш енчен кÿрсе килетпĕр. «Иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхĕпе вара Раççей аллă процент çеç хăйне тивĕçтерет. Ытти аллă процентне ют çĕршывран туянатпăр. Апла тăк вăрлăхпа ĕçлесси арканнă тесен те йăнăш мар. Сирĕн хуçалăхăн çĕр улми туса илес опычĕ пуяннине шута илсе кун пирки мĕн каланă пулăттăн?
— Тепле-е, — пуçне сиктерсе илчĕ гендиректор. — Аллă процент та çук пулĕ пирĕн. Мĕншĕн тесен конкуренцие кĕмелли çукпа пĕрех. Калăпăр, Удача сортах илер. Йышлă çитĕнет, веçех лайăх темелле. Хăш-пĕр çул тем амакĕ çулăхать — варри хуралать. Пурпĕр пăрахăçламарăмăр-ха ăна — кăçал та самай пысăк лаптăк уйăртăмăр. Лартнисенчен тепĕр тăваттăшĕ хамăрăн сортсем мар. Гала, Беллароза — нимĕçсен, Манифест, Вектор — Белоруссен. Сăмах май, кÿршĕсем патĕнче хĕлле пулнăччĕ. Унта селекци — ÿсен-тăран сорчĕсем ăсласа кăларасси — вăйлă аталаннă. Пирĕнтен чылай мала кайнăн та туйăнать... Вăрлăх енĕпе çине тăрсах тар тăкмалла. Вăл тупăш кÿрекен сектор пулнине Германипе Голланди тахçанах ăнланса илнĕ. Ахальтен-им вĕсен çĕр улми сорчĕсене ки-лограмне 70 тенкĕ парса туянатпăр.
— Раççей ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев «тепĕр вунă çултан пирĕн те конкуренцире тупăшма пултаракан сортсем пулаççĕ» тесе шантарать. Апла тăк лару-тăру улшăнас шанчăк пур. Аграри отраслĕнче çитменлĕхсем, тĕпрен çĕнетмеллисем пуçтарăнса кайнă пулин те вăл çĕнĕ çул çине тăнине туятăр-и? Ял хуçалăх производствин ÿсĕмĕ, çапах та, виçĕ процент урлах каçрĕ вĕт.
— Туятпăр. Тата та сулăмлăрах туясчĕ. Патшалăх отрасле кăçал 220 миллиард тенкĕ ытла пулăшма палăртни аван, ырă пулăм тесшĕн. Тырă, пăрçа йышши культурăсен, çĕр улмин элита, суперэлита вăрлăхне туяннăшăн субсиди парасси сыхланса юлнă. Çĕршыва хамăр çитĕнтернĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерме тĕллев тытрăмăр пулсан хальхи пулăшу, паллах, çителĕксĕр. Аталаннă çĕршывсенчен кая пулмалла мар вăл. Унсăрăн вĕсен шайне нихăçан та хăпарса çитеймĕпĕр.
— Агрофирмăна тупăшлă ертсе пынăран «Санары» хуçалăх чылай çул ĕнтĕ агротытăмри чи лайăх 100 предприяти клубĕнче. Коллектив кăмăлне çĕклентерекенни — асăннă пысăк йышра малтисен ушкăнĕнче пулни. Çăмăлах мар-тăр çÿллĕ вырăнта тытăнса тăма?
— Çăмăл мар. Пĕр вырăнта тăрсан, кăтартусем ÿсĕнмесен самантрах тÿплетсе анма пулать. Малалла вулас...