Комментари хушас

27 Утă, 2017

«Анне çÿлтен вăй парса тăрать»

— Ун чухне Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренеттĕм. Анне эрнекун, Мăнкун уявĕ умĕн, Шупашкарти онкологи центрне сывлăхне тĕрĕслеттерме килчĕ. «Анализсем тунтикун çеç хатĕр пулаççĕ. Валентина, эсĕ кайса илĕн-ха», — терĕ мана. Вăл больницăран тухнă хыççăн автовокзала çул тытрăмăр. Пĕр водитель пире Патăрьеле çити илсе каясшăнччĕ, Анат Тăрмăша çÿрекен автобуса ĕлкĕрейместпĕр тесе унпа çула тухма килĕшмерĕмĕр. Шăхач ялĕнчи паллакан водителĕн машинине вырнаçрăмăр. Ĕнтĕ хуларан тухса пыраттăмăр, такам телефонпа шăнкăравларĕ. «Эсĕ пирĕн пассажирсене мĕншĕн илсе кайрăн? Капла санăн малашне пăтăрмахсем сиксе тухĕç», — водительпе урлă-пирлĕ калаçрĕ çав çын. Каялла автовокзала таврăнма тиврĕ. «Пирĕн тăван вăл, унпах каяс килет. Сирĕнпе çула тухсан Патăрьелтен яла çÿрекен автобусăн каçхи рейсне ĕлкĕрейместпĕр», — анне те унăн хÿттине кĕрсе сăмах хушрĕ. Юлашкинчен пĕр чĕлхе тупрĕç, хамăрăн водительпех тепĕр хутчен тапрантăмăр. Анчах çав кун пире пĕр вырăнтах темĕн икĕ хутчен такăнтарчĕ. Хулан кăнтăр районне çитсен тăрук кустăрма шăтрĕ, водитель ăна улăштарма кайрĕ. Пире, тăватă пассажира, çул хĕрринче антарса хăварчĕ. Астăвасса, эпĕ аннепе юнашар тăраттăм, тепĕр иккĕшĕ — кăшт айккинерех. Тек нимĕн те куç умне тухмасть. Палатăра вăрантăм: ура хуçăк, мăй тĕлĕнчи шăмă сыппи сикнĕ. Куçа уçнă-уçман тăвансемпе тухтăрсенчен анне ăçтине ыйтрăм. Аялти хутра, реанимацире, выртать терĕç», — çапла пуçларĕ калаçăва çамрăклах инкек тÿснĕ Валентина Федорова.

Çухату пирки тÿрех пĕлтермен

Аварире йывăр аманнă Валентинăна çийĕнчех Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине илсе çитернĕ. Амăшĕ ку тĕнчере тек çуккине пĕлтерсе пурнăçпа вилĕм хушшинче тă-ракан хĕрĕн чунне амантас темен. Светлана Федорова суранĕсене чăтаймасăр çĕрле пурнăçран уйрăлнă. 42 çулта пулнă вăл. Валентина амăшĕ ăçтине тăванĕсенчен пĕрмай ыйтнă, лешсем тĕрĕссине калама ниепле те хăяйман. Ашшĕ больницăна килсе кайнă, çывăх çынни вилни, ăна пы-тарни пирки пĕр сăмах та шарламан. «Манпа лайăх калаçакан санитарка пурччĕ. «Светлана Фе-доровăна тупса парăр-ха», — тархасласах ыйтаттăм унран. «Шыраса пăхатăп», — тетчĕ. Тепрехинче: «Ун пекки çук кунта, тупаймарăм», — терĕ. Ун чухне анне вилнине те пĕлнĕ вăл, те çук — кайран ку ыйту патне урăх таврăнман. Реанимацирен палатăна куçарсан ман пата иккĕмĕш сыпăкри пичче тата психологпа психотерапевт кĕчĕç. Чĕре лайăх мара сиссе хыттăн тапма тытăнчĕ. «Пурнăçра çывăх çынсемпе ялан пĕрле пулаймастпăр…» — пуçларĕç калаçăва вĕсем. Мĕн пирки сăмах пынине тÿрех ăнкартăм, вĕсене пÿлсех: «Анне вилнĕ-им?» — терĕм. Пичче йĕме пуçларĕ. Унтанпа çичĕ çул иртрĕ, мана çак хăрушă хыпара ĕнер кăна пĕлтернĕ пек туйăнать», — куççульне тытса чараймарĕ Валентина.

Амăшĕ ку тĕнчере текех çуккине чылай вăхăт ĕненмен вăл. Çывăх çыннине юлашки хут курнă вырăна темиçе хутчен те куçĕ умне кăларнă. Амăшĕ çул хĕрринче халĕ те тăнă пек те туйăннă Валентинăна. Епле майпа вилмеллех аманнă-ха вăл? Кун каçа ку ыйтăва хăйне миçе хут паман-ши Валентина? «Анне мана айккинелле тĕксе яма ĕлкĕрнĕ пуль. Çывăх çыннăм «ыратать, ыратать» тесе кăшкăрни хăлхара янăрать. Те тĕлĕкре пулнă ку, те анне çул хĕрринче амансан çапла калани асра юлнă. Хытă ыратнă ĕнтĕ, унăн кĕлетки çинче пĕр чĕрĕ вырăн та юлман. «Тархасшăн, укол ан тăвăр, унран питĕ хăратăп», — хирĕçленĕ-мĕн эпĕ тухтăрсене. Халĕ çул урлă каçнă чухне мана машина сасси питĕ шиклентерет, çапса каяссăнах туйăнать», — малалла тăсăлчĕ калаçу. Шăхач ялĕнчи водитель Леша та Валентина патне больницăна килсе кайнă, урамра курсан та калаçмасăр иртмен. Вăл та питĕ куляннă, хăйне айăплама хăтланнă. Çул хĕрринче хăварнă пассажирсем аварие лекнине ăна тусĕ шăнкăравласа пĕлтернĕ, кустăрмана юсаттарма ĕлкĕрнĕскер çав вырăна васкавлă медпулăшуран маларах çил пек вĕçтерсе çитнĕ, хăвăртрах пулăшма пикеннĕ.

— Аннен 40 кунхине асăнма иккĕмĕш сыпăкри пичче лартса кайрĕ. Яла çитсен чĕре пысăк çухатăва чăннипех те туйрĕ. Чунра та, пÿртре те — пуш-пушăччĕ, уласа макăрас килчĕ. Анне яланхи пек хирĕç тухса: «Çитрĕн-и, хĕрĕм?» — тесе ыталамарĕ… Атте картишре манран вăрттăн йĕчĕ. Вăл аннене сивĕ тăпрапа хупличчен мана кăтартма тесе сăн ÿкерсе юлнă. «Сана пăхма йывăр пулмĕ-ши? Тен, кăтартмалла та мар?» — пăшăрханчĕç тăвансем. Йывăр пулсан та чăтрăм, сăн ÿкерчĕксене алла тытсан аннем тек пирĕнпе çуккине ĕнентĕм, урăх пĕр тумлам шанчăк та юлмарĕ. Масар çине кайрăмăр. Вил тăпри умне çитсен: «Ан йĕр, ан хуçăл çав тери, халь тин нимĕн те тăваймăпăр. Йывăр чухне çывăх çыннунтан пулăшу ыйт», — лăплантарма тăрăшрĕç юнашар тăракансем.

Амăшне тĕлĕкре пĕрре мар курнă Валентина. Пĕррехинче çÿлте хитре кĕпер çинче лараканскер: «Кукаму патне кайса çÿре, хĕрĕм, ан ман ăна», — тесе хирĕç пăхса яланхи пек ăшшăн йăл кулнă. Те-прехинче тĕлĕкре кил умне çитсе тăнă. «Эпĕ кĕместĕп, унта çухалса каятăп», — тенĕ.

Кĕçĕн классен учителĕ Светлана Пантелеймоновна кĕтмен çĕртен пурнăçран уйрăлни Çĕньял шкулĕшĕн те, ял-йышшăн та çав тери йывăр çухату пулнă. Вĕрентекене ĕçтешĕсем, вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ яланах хисепленĕ.

Çул айккинче тăракан çынсем çине пырса кĕнĕ водителе Валентина пĕртте курман. Çав çын ун патне больницăна та пырса кайман, çак тарана çитсе каçару та ыйтман. Пĕрисем каланă тăрăх, руль умĕ-нче арçын хăй мар, ывăлĕ ларнă.

Кĕленче катăкне халĕ те упрать

— Пуç çинче мăкăль пурччĕ, çав тери хытă ырататчĕ. «Хăех иртсе каять, ыраттарнă вырăн çеç вăл, çавăнпа кăвакарнă», — терĕç тухтăрсем. Общежитие таврăнсан эпĕ ыйтнипе хĕрсем çав вырăна чакаласа пăхрĕç, унтан кĕленче катăкĕ туртса кăларчĕç. Халĕ те упратăп ăна. Тухтăрсем хăйсен ĕçĕ çине ытла та çиелтен пăхни тĕлĕнтерет, — шухăша путса калаçрĕ Валентина.

Уринчи гипса илсен пĕр уйăх çурăран туяпа çÿреме тытăннă вăл. Больницăран тухсан ăна травматолог патне кайма сĕннĕ. Ăна ватă хĕрарăм тухтăр йышăннă. «Мĕншĕн гипс çеç хунă сана? Урасăр юлатăн капла, анализсем пар та Шупашкарти ортопедипе травматологи тата эндопротезированин федераци центрне вĕçтер», — шăнăр икĕ çĕртен татăлнине тупса палăртсан тухтăр тĕлĕннипе пуçне сулнă. «Тавах çав травматолога, унсăрăн паянхи кун та алăран туя каймĕччĕ. Тăвансем тата тусăм Юркка та мана йывăр вăхăтра пăрахмарĕç, яланах юнашар пулма тăрăшрĕç», — ăшшăн калаçрĕ Валентина.

Ашшĕн — урăх çемье

Ашшĕ амăшĕ вилнĕренпе çулталăк çитичченех урăх çемьере пурăнма тытăннă. Валентина та, шăллĕ Коля та ăна тепĕр хĕрарăмпа çыхланнăшăн тарăхмаççĕ. Çакнашкал пысăк хуйхă чăтса ирттернĕ хыççăн тăван ашшĕ ачисемпе хутшăнма пăрахнине çеç ниепле те ăнланаймаççĕ.

— Ун чухне Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренеттĕм. Анне эрнекун, Мăнкун уявĕ умĕн, Шупашкарти онкологи центрне сывлăхне тĕрĕслеттерме килчĕ. «Анализсем тунтикун çеç хатĕр пулаççĕ. Валентина, эсĕ кайса илĕн-ха», — терĕ мана. Вăл больницăран тухнă хыççăн автовокзала çул тытрăмăр. Пĕр водитель пире Патăрьеле çити илсе каясшăнччĕ, Анат Тăрмăша çÿрекен автобуса ĕлкĕрейместпĕр тесе унпа çула тухма килĕшмерĕмĕр. Шăхач ялĕнчи паллакан водителĕн машинине вырнаçрăмăр. Ĕнтĕ хуларан тухса пыраттăмăр, такам телефонпа шăнкăравларĕ. «Эсĕ пирĕн пассажирсене мĕншĕн илсе кайрăн? Капла санăн малашне пăтăрмахсем сиксе тухĕç», — водительпе урлă-пирлĕ калаçрĕ çав çын. Каялла автовокзала таврăнма тиврĕ. «Пирĕн тăван вăл, унпах каяс килет. Сирĕнпе çула тухсан Патăрьелтен яла çÿрекен автобусăн каçхи рейсне ĕлкĕрейместпĕр», — анне те унăн хÿттине кĕрсе сăмах хушрĕ. Юлашкинчен пĕр чĕлхе тупрĕç, хамăрăн водительпех тепĕр хутчен тапрантăмăр. Анчах çав кун пире пĕр вырăнтах темĕн икĕ хутчен такăнтарчĕ. Хулан кăнтăр районне çитсен тăрук кустăрма шăтрĕ, водитель ăна улăштарма кайрĕ. Пире, тăватă пассажира, çул хĕрринче антарса хăварчĕ. Астăвасса, эпĕ аннепе юнашар тăраттăм, тепĕр иккĕшĕ — кăшт айккинерех. Тек нимĕн те куç умне тухмасть. Палатăра вăрантăм: ура хуçăк, мăй тĕлĕнчи шăмă сыппи сикнĕ. Куçа уçнă-уçман тăвансемпе тухтăрсенчен анне ăçтине ыйтрăм. Аялти хутра, реанимацире, выртать терĕç», — çапла пуçларĕ калаçăва çамрăклах инкек тÿснĕ Валентина Федорова.

«Яла çитсен чĕре пысăк çухатăва чăннипех те туйрĕ. Чунра та, пÿртре те — пуш-пушăччĕ, уласа макăрас килчĕ. Анне яланхи пек хирĕç тухса: «Çитрĕн-и, хĕрĕм?» — тесе ыталамарĕ…» Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.