Комментари хушас

13 Утă, 2017

Тăванĕ сусăрсене хваттерсĕр хăварнă

89 çулти Федосия Яковлевăпа 65 çулти Николай Яковлев, амăшĕпе ывăлĕ, Шупашкарта икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ. Федосия Павловна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн Ростов облаçне куçса кайнă. 1987 çулта ывăлĕпе каялла тăван тăрăха таврăннă. Иккĕшĕ те сусăр: Федосия Павловнăна 1994 çулта инсульт пулнă. Ывăлне Николай Яковлева 2003 çулта хĕнесе хытах амантнă: вăл I ушкăн инваличĕ. Арçын чылай вăхăт ура çине тăраймасăр выртнă. Пуçран çапнипе хăлхи илтме пăрахнă. Вун пилĕк çул асапланса пурăннăскере нумаях пулмасть операци тунă, хăлхинче кĕвĕлсе-хытса ларнă юна тасатсан хайхискер тинех пăртак илтме тытăннă. Мăшăрĕнчен Фаина Яковлевăран 2005 çулта уйрăлнă вăл. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче икĕ сусăр 8 çул каяллах хваттерсĕр тăрса юлнине ăнланнă. Вĕсемшĕн чунран пăшăрханакан Фаина Григорьевна Николай Яковлевăн мăшăрĕ пулнă редакцие пулăшу ыйтма килчĕ.

Парнеленĕ

2008 çулхи çу уйăхĕнче Федосия Павловнăпа Николай Николаевич хăйсем пурăнакан икĕ пÿлĕмлĕ хваттере приватизацилеме шухăшланă. Фаина Григорьевна каласа кăтартнă тăрăх, ку ыйтупа вĕсене Николай Яковлевăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шорово ялĕнче пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ, районта халăха социаллă пулăшу паракан уйрăмра специалист-экспертра ĕçлекен Светлана пулăшма шантарнă. Калаçса татăлнă кун вăл хулана çитнĕ, тăванĕсене Регистраци палатине илсе кайнă. Çав вăхăтра сусăрсем хăйсене япăх туйнă: иккĕшĕ те хăлха илтменнипе, куç начар курнипе аптăранă. Светлана тăванĕсен хавшак сывлăхĕпе усă курса вĕсене хăй хатĕрленĕ «парнеленин килĕшĕвĕ» /договор дарения/ çине алă пустарнă. Икĕ сусăр çын хут çине мĕн çырнине вуламан. Килĕшÿре вара çапла палăртнă: икĕ пÿлĕмлĕ хваттере парнеленине пăрахăçлама никамăн та ирĕк çук.

Федосия Павловнăпа Николай Николаевич хваттере урăх çынна «парнелени» пирки пачах нимĕн те пĕлмен, лăпкă пурăннă. Тăхăр çул каялла пулса иртнĕ ĕç-пуç 2016 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче тăрă шыв çине тухнă. Çав кун Фаина Григорьевнăпа Николай Николаевич пĕр шухăшлă пулса хваттере хăйсен пĕртен-пĕр ывăлĕ Николай çине çыртарма тĕв тунă. Анчах Николай Яковлев документсен хушшинче правăн патшалăх регистрацийĕн свидетельствине тупайман. Унта «пар-неленин килĕшĕвĕ» тата кописем çеç выртнă. Хайхискерсем тин хăйсене шăнман пăр çине лартса хăварнине ăнкарнă.

Алăк уçма хăраççĕ

Фаина Григорьевна редакцие килнĕ кунах Яковлевсем пурăнакан хваттере кайса куртăм. Телефонпа маларах калаçса татăлнă пулин те Федосия Павловнăпа Николай Николаевич алăка уçма шикленчĕç. Юлашки вăхăтра пули-пулми çынна хваттере кĕртмеççĕ вĕсем. «Сăнран ырă çын пек курăнатăр, куçу ăшă. Эсир çынна усал тума пултараймастăр», — тÿрех тĕпеле иртме сĕнчĕ кил хуçи.

— Светлана — манăн аннен шăллĕн хĕрĕ. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнче социаллă пулăшу паракан уйрăмра ĕçленине кура хваттере приватизацилемешкĕн унран пулăшу ыйтрăмăр. Аннепе иксĕмĕр килтен тухса çÿрейменни пирки документсем пуçтармашкăн, вĕсемпе туллин усă курмашкăн Светăна доверенноç çырса патăмăр. Регистраци палатине пĕрле кайрăмăр, хут çине мĕн çырнине вуламасăрах ăçта кăтартнă — çав тĕле алă пусрăмăр. Тĕрĕссипе, эпир коридорта çеç лартăмăр. Ун чухне манăн хăлха пачах илтмен, куç халĕ те япăх курать. Инсультпа чирлĕ анне те нимĕн те вуламан. Эпир Светланăна ĕненнĕ, вăл улталама пултарасси пирки шухăшлама та пултарайман. Пирĕн хваттере приватизацилес тĕллев пулнă. Çакăн хыççăн вăл пирĕн пата пĕрре те килмерĕ. 2016 çулхи раштав уйăхĕнче çеç «ыйхăран вăрантăмăр». Эпир сакăр çул каяллах хваттерсĕр тăрса юлнă, ăна темле майпа Светăна «парнеленĕ» иккен. Айванлăхăма пула хамăн ачана çурт-йĕрсĕр тăратса хăвартăм. Манăн ывăл пур, иккĕмĕш сыпăкри йăмăка хваттер парнелес шухăш нихăçан та пулман. Шăнкăравласан Света тахçантанпах телефонне тытмасть. Эпир юлашки вăхăтра алăк уçма хăратпăр, тата темĕн кĕтмелли пур вĕсенчен, — пăлханса калаçрĕ Николай Николаевич. Чирлĕ арçын паян-ыран килтен кăларса ярасран хăранипе çур çул ытла ĕнтĕ йĕркеллĕ çывăраймасть. «Ватлăхра урам тăрăх çапкаланса çÿреме тивет-ши? Сывлăх пулсан çак йăнăш утăма тăвас çукчĕ-ха», — ассăн сывларĕ Николай Яковлев.

Инсульт пулнă 89 çулти Федосия Павловна та ывăлĕн шухăшне çирĕплетрĕ. «Эпĕ никама та хваттер парнелемен, ун пирки шухăшламан та. Мăнукăм Коля пур, унăн икĕ ача. Вĕсем маншăн çав тери хаклă. Ĕлĕкрен çапла пулнă: ашшĕн пурлăхĕ ывăлне куçнă. Пирĕнпе, ватăсемпе, пурăнас çук-ха çамрăк çемье. Эпир ку тĕнчерен кайсан çак хваттер мăнукăма Кольăна юлмаллаччĕ. Унăн тĕпренчĕкĕсене курсан чун савăнать, вĕсем пирĕн йăха малалла тăсакансем-çке», — терĕ Федосия Яковлева.

«Кулма ирĕк памастăп»

Фаина Яковлевнăпа Николай Николаевич 16 çул пĕрле пурăннă. «Мăшăр эрех ĕçсе тарăхтаратчĕ, киле ÿсĕр таврăнсан ывăла урок тума памастчĕ. Чăтаймарăм, ачан психикине пăсасран хăраса «коммуналкăна» пурăнма куçрăм. Хăй вăхăтĕнче ĕçкĕпе иртĕхрĕ çав, кун пек арçынпа пурнăç тума çукки каламасăрах паллă. Уйрăлнă чухне пурлăх пайламарăмăр. Пытармастăп: ачана урайĕнче çывăрттарас мар тесе хваттертен хам туяннă пĕр кравате илсе тухрăм. Хальччен çыннăн йĕпне те тĕкĕнмен, вăрланă япала пыра ларать. Пирĕн ывăл 28 çулта. Хальхи вăхăтра хваттер илме çăмăлах мар. Вĕсем кинĕн ашшĕ-амăшĕ патĕнче хĕсĕнсе пурăнаççĕ. Хваттерте — виçĕ çемье. Çак ĕçе вĕçне çитермесĕр пурпĕрех лăпланмастăп, сусăрсенчен кулма ирĕк памастăп», — чун ыратăвĕ пирки калаçрĕ Фаина Григорьевна. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.