Комментари хушас

23 Çĕртме, 2017

Чăваш нихăçан та çăмăл çул шыраман

Чăваш наци конгресĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл — тĕнче тăрăх саланнă чăвашсене пĕрлештересси. Çак тĕллеве тĕпе хурса пурнăçланă ĕç-хĕл шутĕнче пĕлтĕр — Крым Республикинче, кăçал Иркутск облаçĕнче ирттернĕ Акатуйсене палăртас килет. Паян çак тата ытти самант пирки проектсен авторĕпе, ЧНК президенчĕн пĕрремĕш заместителĕпе Валерий Клементьевпа калаçатпăр.

Пархатарлă тĕллев

— Валерий Леонидович, пĕлтĕр чăваш çĕрĕнчен аякра — Украинăран уйрăлнă территорире — мăн асаттесен йăли-йĕркине тĕпе хурса Акатуй ирттерес шухăш ăçтан килсе тухрĕ-ха?

— Крым Республикине Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕртессишĕн унти чăвашсем те хастар ĕçленине пĕлтĕмĕр. Унта эпир ЧНК президенчĕпе Николай Угасловпа пĕрле чăвашсен наци культура автономийĕсене уçма кайнăччĕ. Вĕсене çакăн пек пархатарлă ĕç-хĕлшĕн Акатуй ирттерсе тав тăвас килчĕ. Манăн шухăша ыттисем те ырласа йышăнчĕç. Уява Раççейри тĕрлĕ регионтан 600 ытла чăваш пухăнчĕ.

— Кăçал Байкал хĕрринче Акатуй ирттерни ырă çак юхăма малалла тăсас тени пулчĕ ĕнтĕ?

— Ку шухăш Крымрах çуралчĕ. Шупашкара килсен ăна ЧНК президиумĕ те çирĕплетрĕ, ку мероприятие çулталăкри ĕç планне кĕртрĕмĕр. Мана, проект авторĕ пулнă май, йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи туса хучĕç.

— Мĕншĕн Иркутск облаçне, Байкал кÿллине суйласа илтĕр?

— Юлашки вăхăтра Вероника Тимофеева ертсе пыракан унти чăвашсен автономийĕ питĕ лайăх ĕçлесе кайрĕ, вырсарни шкулĕсем уçăлчĕç. Чăваш çĕрĕнчен аякра пурăнсан та йăхташăмăрсен чун-чĕринче чăвашлăх туйăмĕ çăл куç пек тапса тăрать. Мĕнле каймăн-ха çавăн пек çынсем патне? Тата Иркутск облаçĕ питĕ хăйне евĕрлĕ территори, унта районсем пĕр-пĕринчен питĕ аякра вырнаçнă. Регионти чăвашсене пĕрле пухассине те, вĕсене пĕр-пĕринпе паллаштарса чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине аталантарас тĕлĕшпе тухăçлăрах ĕçлеме майсем туса парассине те тĕпе хутăмăр.

— Хăвăр çине пысăк яваплăх илсе инçе çула тухасси шиклентермерĕ-и?

— Эпир нихăçан та çăмăл çул шыраман, шырамастпăр та. Лев Пантелеймонович Кураков калашле «лартма пулать тĕллев тата лартма пулать тĕллеврен те пысăкрах тĕллев». Эпир çав «тĕллеврен те пысăкрах тĕллеве» лартрăмăр. Чăваш Енрен çеç мар, ытти регионти йăхташăмăрсене те пĕрле илсе кайма шут тытрăмăр. Шупашкара Крым Республикинчен, Мурманскран, Чулхуларан, Чĕмпĕртен, Саратов, Пенза енчен чăвашсем килсе çитрĕç. 40 çын пухăнчĕ. Пире çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче К.Иванов палăкĕ патĕнчен ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Николай Угаслов ЧНК президенчĕ ырă сунса ăсатрĕç.

«Эпир — хисеплĕ халăх»

Шупашкартан Байкал енне хывнă çул тăршшĕ — пилĕк пин ытла çухрăм. Уйсем, хирсем, вăрмансем… Чăваш Ен хыçа юлать, Пушкăрт çĕрĕ хапăл туса кĕтсе илет. Çухрăм хыççăн çухрăм. Умра — Тюмень облаçĕ, Красноярск крайĕ…

Валерий Клементьев çирĕплетнĕ тăрăх — кирек хăш çĕре çитсен те Чăваш Ен делегацине аякри йăхташсем ырăпа кĕтсе илсе ырăпа ăсатнă. Хăйсем те парăмра юлман — уявсем йĕркеленĕ, аякри тăвансене чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă.

— Чăвашлăх хăватне Тюмень облаçĕнче те кăтартма пултартăмăр, — тет Валерий Клементьев. — Уява облаçри тĕрлĕ районта пурăнакан чăвашсем пухăнчĕç, Екатеринбургран, Пушкăртран йăхташсем килсе çитрĕç. Халăх уявра кунĕпех савăнчĕ. Куравсем, этноялсем йĕркелерĕç. Чăваш çыннисене саламлама правительство шайĕнчи чиновниксем те пычĕç. Çакă чăвашсене хисепленине кăтартать те ĕнтĕ.

Инçет çул çÿрев программине чăвашлăх аталанăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явассине те, тĕпчев ĕçĕсем ирттерессине те кĕртнĕ. Чăваш чĕлхине мĕнле упраса хăвармалла? Шкулсенче чăваш чĕлхине мĕнле вĕрентеççĕ? Çак тата ытти ыйтăва «çавра сĕтелсемпе» тĕлпулусенче хĕрÿ сÿтсе явнă. Регионсенче тĕпленнĕ йăхташсем мĕнле пурăнаççĕ? Вĕсене мĕн пăшăрхантарать, чунĕсене мĕн канăçсăрлантарать? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе анкета ирттернĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.