Комментари хушас

Паян ЧР Культура министерствин ĕçченĕсемпе журналистсем Шупашкарти «Амазони» этнокомплекса çитсе курчĕç. 2019 çул тĕлне хута яма палăртнă объект «2011-2018 çулсенче РФ туризма аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать.

ЧР культура министрĕн заместителĕ Иван Архипов пĕлтернĕ тăрăх, этнокомплекса федераци бюджечĕн тата инвестор укçи-тенкипе тăваççĕ. «Паянхи кун тĕлне коммуникаци инфратытăмне, çул-йĕре туса пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра строительсем тĕп обьектсене тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ĕçĕн 90 процентне тунă», — терĕ Иван Петрович.

Строительсем хĕрсех ĕçлеççĕ. Администраци çурчĕпе фитнес центрăн çуртне хăпартаççĕ, унпа юнашарах чăваш кухнин «Шывармань» ресторанне тума пуçланă. «Три-групп» обществăн генеральнăй директорĕн заместителĕ Руслан Аксаков каланă тăрăх, çуллахи аквапарка та çулла уçма палăртаççĕ. Унта ачасем валли 4, çитĕннисем валли 3 бассейн пулĕ. Виççĕшне туса пĕтернĕпе пĕрех. «Шыв ярса тĕрĕслесе пăхнă», — терĕ строитель. Ашшĕ-амăшĕпе ачин, медицина пункчĕн тата хуçалăхăн ытти çурчĕсенче те ĕç вĕçленсе пырать. Сăмахран, культура паркĕнче кăçал çĕнĕ 10 атракцион ĕçлеме пуçланă, унта ярăнакансен йышĕ кунран кун ÿссе пырать. Этнокомплекса кĕмелли тĕп лапама та хăтлăлатаççĕ: унта амазонкăсен тăватă кÿлепине вырнаçтарнă та ĕнтĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.