Комментари хушас

14 Çĕртме, 2017

Вăйă лапамне васкатăр ача

Картишсене хăтлăлатас енĕпе ял çыннисем тĕслĕх кăтартаççĕ

Картишсемпе урамсене ача-пăча тата спорт лапамĕсемпе хăтлăлатасси совет саманинчех вăй илнĕ, анчах вăл вăхăтрисем кивелчĕç. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче ял-хула картишĕсенче çĕнĕ йышши лапамсем вырнаçтарма пуçларĕç. Хăнасем те пирĕн республикăри хуласенче, уйрăмах Шупашкарта, вылямалли тата сывлăха çирĕплетмелли вырăн нумаййине палăртаççĕ. «Кашни кĕтесрех пур», — теççĕ.

Çамрăксем ытларах кăмăллаççĕ

Ку енĕпе, сăмахран, Шупашкарта «Нумай хваттерлĕ çуртсен тер¬риторийĕсене юсасси» программа ĕçлет. Унта вăйă лапамĕсем тумашкăн укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă. Тĕслĕхрен, Мускав районĕнче 2012-2016 çулсенче 248 кар¬тишри ача-пăчапа спорт лапамĕсенче 746 хатĕр вырнаçтарнă. Ленин тата Калинин районĕсенче те вĕсен йышĕ самай пысăк. Кăçал «Хăтлă хула» проект пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Хуласене хăтлăлатас тĕллевпе федераци бюджетĕ¬нче 20 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенке 72 региона пайласа панă. Вĕсен йышне Чăваш Ен те кĕнĕ. ЧР Строительство министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — хушма укçана Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисене, Канаш, Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне тата Çĕрпÿ районĕсене уйăрса панă. Унпа картишри çулсене юсама, йывăç-тĕм лартма, спортпа кану инфратытăмне çĕнетме усă кураççĕ.

Тренажер лапамĕсене çамрăксем уйрăмах кăмăллаççĕ, аслă ăрурисем те унта ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ. Шупашкарти лапамсенчен çын татăлма пĕлмест: унта ирхине те, кăнтăрла та, каç еннелле уйрăмах йышлăн кĕшĕлтетеççĕ. Канмалли кунсенче те çын пур. Берендей вăрманĕ хĕрринчи спорт лапамĕ яланах спортпа туслисем хапăлланă вырăн пулнă. Темиçе çул каялла ăна та хальхи йышши хатĕрсемпе хăтлăлатрĕç. «Çак районта пурăнма пуçланăранпах çÿретĕп. Кашни кун килме тăрăшатăп. Кунта турник те, тренажерсем те çителĕклех — кĕлеткене тĕреклетме мĕн кирли веçех пур. Кахалланмалла мар кăна», — терĕ Сергей Андреев. Кунти спорт инфратытăмĕпе спор-тсменсем те усă кураççĕ. Çапла, Етĕрне çулĕ хĕрринче тата вăрман варринче тренировка ирттерекенсене час-час курма пулать.

Ÿпкелешекен те пур

Пĕлтĕрхи çулла Гузовский паркĕнче тунă лапамра та ача-пăча хĕвĕшет. Вăл пĕчĕккисене савăнăç кÿрекен вырăн пулса тăчĕ. «Мăнукăм Егор пĕрмай çакăнта васкать. Хамăр картишре те вăйă лапамĕ пур. Ăна кунта интереслĕрех ахăртнех. Вылямалли хатĕрсем те çĕнĕ, ача та нумай», — шухăшне палăртрĕ мăнукне куç илмесĕр сăнакан Елена Сергеева. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.