«Каçар мана, анне, çуралнăшăн…»
Рубрикăна малалла тăснă май вулаканăмăрсене «РОНДО» ташă шкулĕн ертÿçин, Чăваш Енри чир спорт тата черлидинг федерацийĕсен президенчĕн Валентина Петровăн шăпипе паллаштаратăп. Вăл тăлăх çитĕннĕ тесе нихăçан та шухăшламан. Чипер сăнлă, анлă тавра курăмлă, тăрăшуллă, тĕллевĕсене пурнăçлакан пикен пурнăç сукмакĕ çинче темиçе хутчен те такăнма тивнĕ. Пур-пĕрех пуç усман вăл, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăннă, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшнă.
«Интернат хĕр ачи» тесе кулнă
Валентина Улатăр хулинче çуралнă. Ача чухне вăл ашшĕпе амăшĕн юратăвне туйса ÿснĕ. Ăна çывăх çыннисем яланах илемлĕ кĕпепе çÿретнĕ, темĕн тĕрлĕ тетте те туянса панă. Анчах пĕчĕкскер ача садне çÿреме тытăнсан тантăшĕсенчен: «Эсĕ — интернат хĕр ачи, сăнупа аçупа аннÿне хывман», — тенине илтнĕ.
— Çапла, ачасем манран кулнине, йĕкĕлтешнине мĕн пĕчĕкрен курса ÿсрĕм. Пĕррехинче асăр-ханмасăр пĕр хĕр ачан сандалийĕ çине пусрăм, вăл çĕтĕлсе кайрĕ. Хайхискер тарăхнипе ман çине кăшкăрма тытăнчĕ: «Эсĕ — интернат хĕр ачи! Аннÿнтен кайса ыйт». Çак сăмахсене темиçе хут та илтнĕрен хальхинче чăтаймарăм — киле çитсен аннерен тĕпчеме тытăнтăм. Вăл тăрук сăнран улшăнчĕ, мана пĕчĕк чухне ача çуртĕнчен усрава илнине пĕлтерчĕ. Ун чухне эпĕ 11 çултаччĕ. Мана çак чăнлăха йышăнма йывăр пулчĕ. Эпĕ чылай çул çынсен сăмахне ĕненмесĕр пурăнтăм. Анне тĕрĕссине каламан тăк паянхи кун та хама вĕсен тăван хĕрĕ тесе шухăшлăттăм. Çак хыпара пĕлнĕ хыççăн вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма пăрахрăм, анчах хам йăнăш тунине вăхăтра ăнлантăм, ăнăçу хăçан та пулин ман енне çаврăнасса кĕтме тытăнтăм. Мана ача çуртĕнче хăварнă хĕрарăм чăн телей çумри тĕпренчĕкре, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăннинче пулнине ăнланасса шантăм, — ачалăхне куç умне кăларчĕ Валентина.
11 çулта чухне унăн тăван мар ашшĕ Александр Борисович çут тĕнчерен уйрăлнă. Валентина унпа çав тери çывăх пулнă, ăна чунран юратнă. Çавăнпа вăл пурнăçран уйрăлнине хĕр ача йывăррăн тÿссе ирттернĕ. Ашшĕ ăна ташă кружокне пирвайхи хут ертсе кайнă, спорт гимнастикин секцине илсе çÿренĕ.
Тăванĕсене суйнă
Çитĕнсен Валентина тăван амăшне шыраса тупнă. Хĕрарăм пепкине çуратнă хыççăн ача çуртĕнче хăварма шухăшланă. Çывăх çыннисемпе тăванĕсене вара тĕпренчĕкĕ вилнине пĕлтернĕ.
— Манăн кукамайпа кукаçи хисеплĕ çынсем пулнă. Вĕсем 5 ача çитĕнтернĕ: 4 ывăл та пĕр хĕр, чи кĕçĕнни — манăн анне. Кукамай пĕртен-пĕр хĕрĕн тин çуралнă ачи вилнине ĕненмен. Тăван атте те эпĕ çут тĕнчене килнине пĕлмен. Ун чухне вăл командировкăра пулнă. Унтан таврăнсан арăмĕ тĕпренчĕкĕ çуралсанах вилнине пĕлтернĕ, аттен çак ултава йышăнма тивнĕ. Вĕсем пĕрле нумай пурăнман, часах уйрăлнă. Иккĕшĕ те Азербайджан çыннисем. Унти халăх çемье арканнăшăн арăмне айăплать. Мĕн ĕлĕкрех мăшкăл кăтартнă хĕрарăма чулпа пенĕ. Аннене те тăванĕсем каçарман. Эпĕ ăна ăнланма тăрăшрăм, анчах вăл мĕншĕн çавăн пек утăм туни пуçа вырнаçмасть. Тăван мар аттепе анне çумĕнче çитĕннине пĕлсен хитре юмах вĕçленнĕ пек пулчĕ. Манăн шухăшпа, ачана опекăна е усрава илсен çемьен урăх хулана пурăнма куçмалла, тăлăха хÿтте илни пирки никамăн та пĕлмелле мар. Ача çÿп-çап мар-çке, кирлĕ мар тесе ăна епле кăларса ывăтăн? Хам анне пулнă хыççăн çакна пушшех те лайăх ăнлантăм: кун пек хăрушă утăма чунсăр е ăсран тайăлнă çын çеç тума пултарать. Турă ача парать пулсан ăна ура çине тăратма та пулăшать. Эпĕ тăван аннене айăпламастăп, анчах ăнланаймастăп та. Малалла вулас...