Комментари хушас

5 Çĕртме, 2017

Кĕтетĕп сана, аттеçĕм...

— Эпĕ часах таврăнатăп. Ан макăр. Апатне килсен пĕçерĕп. Тепĕр тесен, халĕ эсĕ ху та çĕр улми шуратма пĕлетĕн ĕнтĕ, — терĕ те Кĕтерук кăвак плащне çакса тухса утрĕ.

Амăшĕ халĕ каç пулмасăр та çаврăнса çитмессе пĕлет Марине. Çичче кайнă хĕрача амăшĕн хăтланăвĕсене хăнăхнă ĕнтĕ. Çапла тухса каять те — кунĕпех таçта çапкаланса çÿрет. Каç пулсан тин таврăнать, хушăран çĕрле çеç çитет. Ÿсĕрскер малтан шăп-шăпăртах выртса çывăратчĕ, юлашки вăхăтра шавлама юратать. Хăй таврăннине кĕрсенех систерет. Ахаль те кашни сас-чÿпе вăранакан хĕрĕ амăшĕ сассине хăпартсанах шарт! сикет. Пĕчĕкскер канлĕ çывăрма та маннă. Ыйхине татмасăр хуп турттарнине ас тумасть те.

Сăн-пичĕпе Кĕтерук чип-чипер, кĕлетки те илĕртÿллĕ- ха. Кăвак куçĕпе хура çÿçĕ такама та килĕшмелле. Юлашки вăхăтра ĕçке ярăннипе çеç ялан шыçăнса çÿрет.

Пĕчĕк пулин те чылай япалана тĕшмĕртме вĕренсе çитрĕ Марине. Апат та пĕçерет вăл, кил таврашĕнче те тирпейлет. Пушă вăхăтра вара часрах шкула кайма ĕмĕтленет. Кĕнеке вулама вĕренесшĕн вăл. Сас паллисемпе паллаштарма амăшĕн вăхăт çук — кашни ир мухмăр чĕртмелле. Хаяррипе туслашнине пулах ĕçрен те кăларса ячĕç ăна.

Кĕтерукпа Марине пÿрчĕ-çурчĕ пысăк та хăтлă. Ырă курса çеç пурăнмалла. Анчах çав черкке пĕтерет. Ашшĕ кашни уйăхрах хĕрне валли укçа куçарса парать. Çавăнпа иртĕхет те Кĕтерук. Юрать-ха ачине çи-пуç туянса памаллине аса илет хушăран. Амăшĕ алимент нумай илнине ял çыннисенчен пĕрре мар илтнĕ хĕрача. Кÿршисем каланă тăрăх, ашшĕ пысăк ĕçре вăй хурать. Çуртне те вăлах лартса хăварнă. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула çемйинчен уйрăлса кайнă. Марине пĕрле пурăнакан арçынна кăштах ас тăвать те пек, анчах куçĕ умне кăлараймасть.

Ашшĕ пирки хĕрача час-часах шухăша путать. Тантăшĕсен çемйисене сăнаса кăштах кĕвĕçет те. Унăн та ашшĕпе, амăшĕпе юнашар пулса чунран савăнас килет. Ÿсĕр çапкаланса çÿрекен амăшне аса илсен вара чунĕ кÿтет. Куçĕ те шывланать. Амăшĕ тухса каймассерен макăрма пăрахнă Марине. Хĕрарăма пурпĕр тытса чараймасса аван ăнланса çитнĕ.

Урайне шăлса тасатсан пĕчĕкскер чей ĕçме шухăш тытрĕ. Витрере шыв пĕтнине кура савăта йăтса картишне тухрĕ. Урамра машина сасси илтĕнчĕ. Ахаль пулсан Марине чарăнса тăмĕччĕ-ха, халь вара тимĕр урхамах вĕсен умне çаврăнса кĕнĕрен тăпах чарăнчĕ. Тепĕр чухне амăшне те машинăпа леçеççĕ-ха палламан арçынсем. Анчах вăл нумаях пулмасть çеç тухса кайрĕ — халех таврăнмасть. Пĕчĕкскер ăна-кăна тавçăрмасăрах витрине лартрĕ, калитке патне утрĕ. Алăка уçас тесе аллине тăсрĕ çеç — ун умне тĕреклĕ те патвар арçын тухса тăчĕ. Палламанскерне курсан хĕрача хăраса ÿкрĕ. Анчах йăвинче пĕр сасă памасăр выртакан Кампур нăйкăша- нăйкăша хÿрине вылятнине курсан лăпланчĕ. Ара, ытти чухне вăл ют çынна талпăнса вĕрет. Паян вара ытла та ырă кăмăлпа йышăнать.

— Марине, хĕрĕм! — арçын хĕрачана йăтса илчĕ, хăй çумне пăчăртарĕ.

— Атте! Манăн сана тахçантанпах курас килетчĕ, — йĕрсе ячĕ хĕрача.

Асли пĕчĕккине лăплантарнă май килне çавăтса кĕчĕ. Арçын кучченеçсемпе, парнесемпе савăнтарнă хыççăн чылай калаçрĕç вĕсем. Марине ашшĕ чĕрçи çинче савăнчĕ. Амăшĕ çинчен те каласа кăтартрĕ.

— Илтрĕм - ха, хĕрĕм, илтрĕм. Çын сăмахĕ тĕрĕсех апла. Кун пек пуласса пĕлнĕ тăк сана хамран хăвармăттăм. Ну, нимех те мар. Йăнăша тÿрлетме кая юлман-ха. Эсĕ мана каçаратăн-и?

— Эпĕ сана кÿренмен те, аттеçĕм. Анчах та эсĕ мĕншĕн пире иксĕмĕре çеç хăварнă? Анне сан пирки ыйтсан та нимĕн те каламасть. Малалла вулас..

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.