"Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" конкурсне якут та хутшăнать
Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçатĕнче" "Манăн анне" фотоконкурса çулталăк пуçламăшĕнчех йĕркеленĕччĕ. Унта якут çынни те хутшăнать.
"Çамрăксен хаçачĕн" тусĕ тата штатра тăман корреспонденчĕ Альбина Юрату поэт "Фейсбукра" пĕлтернĕ тăрăх, Руслан Габышев якут ăна хăйĕн тавра курăмĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ. Артист профессиллĕ çав çын ухăран музыка инструменчĕ шухăшласа кăларнă. Казахстанри кăçалхи Навруз-байрама пĕрле хутшăннă чух Руслан Альбина Юратăва якут ташшисем çинчен кĕнеке парнеленĕ. Пирĕн поэтăмăр вара кĕнекене чăвашсен паллă хореографне Владимир Милютина: "Ăна вăл кирлĕрех", - тесе шухăшланăран парнеленĕ.
Казахстанра пулнă чух якут артисчĕ вĕçĕмех арăмĕпе, ачисемпе Интернет урлă çыхăну тытнă. Пĕррехинче мăшăрĕ ăна хĕрĕпе ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕке ярса панă. Альбина Юрату якута "Çамрăксен хаçатне" парнеленĕ, унта "Манăн анне" конкурс иртнине пĕлтернĕ май хутшăнма сĕннĕ. Якут артисчĕ килĕшнĕ. Унăн арăмĕпе хĕрĕн сăнÿкерчĕкне "Çамрăксен хаçачĕн" ĕнерхи номерĕнче пичетленĕ.
- Аса илтерер: сăнÿкерчĕксене редакцин электрон почтине molgazeta@rambler.ru адреспа ярса пама пулать. Çырура çывăх çыннăр пирки тĕплĕн çырса пĕлтерме ыйтаççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене çулталăк вĕçĕнче палăртĕç. Ăна эсир, хаклă вулаканăмăрсем, суйлатăр: "Контактра" соцсетьри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнне кĕрсе килĕшекен сăнÿкерчĕкшĕн "лайк" лартмалла. Пĕрремĕш вырăна тухнă ĕçшĕн чăваш эстрада юрăçисен концертне каймашкăн 2 билет, иккĕмĕш вырăна тухакана 1 билет лекĕ. Виççĕмĕш вырăншăн чăваш эстрада юрăçисен виçĕ MP3 тата DVD-дискĕсемпе чыслĕç.