"Çамрăксен хаçачĕ" "Манăн анне" фотоконкурс ирттерет
22 Feb, 2017 | Конкурс

Анне кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çакна тата кăçал Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине шута илсе "Çамрăксен хаçатĕнче" "Манăн анне" фотоконкурс йĕркеленĕ. Сăнÿкерчĕке редакцин электрон почтине molgazeta@rambler.ru адреспа ярса пама пултаратăр. Çырура çывăх çыннăр пирки тĕплĕнрех çырса пĕлтерме ан манăр.

Конкурс çĕнтерÿçисене çулталăк вĕçĕнче палăртăпăр. Ăна эсир, хаклă вулаканăмăрсем, суйлама пултаратăр. "Контактра" соцсетьри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнне кĕрсе килĕшекен сăнÿкерчĕкшĕн "лайк" лартмалла. Хаклă вулакансем, эсир конкурса хастар хутшăнасса шанатпăр!

Çĕнтерÿçĕсене сумлă парнесем кĕтеççĕ. Пĕрремĕш вырăна тухнă сăнÿкерчĕкшĕн чăваш эстрада юрăçисен концертне каймашкăн — 2 билет, иккĕмĕш вырăна тухакана 1 билет лекĕ. Виççĕмĕш вырăна тухнă сăнÿкерчĕкшĕн чăваш эстрада юрăçисен виçĕ MP3 тата DVD-дискĕсемпе чыслăпăр.

 

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас