Комментари хушас

15 Çу, 2017

Чăвашла пĕлни генерала та килĕшнĕ

Полици полковникĕ Петр Петров — Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсене пĕрлештерекен общество юхăмĕн хастарĕ. Ăна тăван халăх кун-çулĕ, иртнипе пуласлăхĕ канăç памасть.

«Манăн служба ăнăçлă иртрĕ. Кун йĕркине иртен пуçласа çĕрлеччен хут çине палăртса пынă. Планланă пур ĕçе те пурнăçлама тăрăшнă», — тет Петр Иванович.

Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккассинче çуралнăскер моряк пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах шăпа уголовлă шырав пайне илсе çитернĕ. Ĕçе вырнаçмашкăн çыру урлă чĕнсен çĕр улми ани çинчен тÿрех Чĕмпĕре вĕçтерсе çитнĕ чăваш каччи.

— Эпир кирек хăш ĕçе вĕçне çитерме хатĕр пулнă. Йĕрке хуралçисен хушшинче юлташлăх туйăмĕ çирĕппине пурте пĕлеççĕ. Ĕçре пĕр-пĕрне хавхалантарнă, пулăшса пынă. Пуçлăх ÿкĕтлесех ыйтнипе виçĕ çултан кадрсен пайне куçрăм. Ун чухне эпир çемьепе общежитире пурăнаттăмăр, икĕ ача çитĕнтереттĕмĕр. Хваттер кирлĕччĕ те пире... Пĕлĕшĕм Карсуна кайма сĕнчĕ, «унта çурт параççĕ» терĕ. Итлерĕм ăна, çав районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕ пулса тăтăм. 1988 çулта Катюша çуралчĕ. 1989 çулта Мускаври академие вĕренме кĕтĕм. Унтан Вешкайма районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшрăм. Йышпа яланах пĕр чĕлхе тупнă. Никама та кÿрентермен. «Эсир тăрăшса ĕçлĕр кăна, эпĕ вара кашниншĕн явап тытăп», — теттĕм, — чунне уçать полковник. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.