Чăвашла пĕлни генерала та килĕшнĕ
Полици полковникĕ Петр Петров — Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсене пĕрлештерекен общество юхăмĕн хастарĕ. Ăна тăван халăх кун-çулĕ, иртнипе пуласлăхĕ канăç памасть.
«Манăн служба ăнăçлă иртрĕ. Кун йĕркине иртен пуçласа çĕрлеччен хут çине палăртса пынă. Планланă пур ĕçе те пурнăçлама тăрăшнă», — тет Петр Иванович.