Комментари хушас

10 Çу, 2017

«Аттен сăнне те ас тумастăп»

— Улмалуя качча килни кăçал утмăл çул пулать, — тет Куславкка районĕнчи Акчура ялĕнче çуралнă Любовь Галкина. Ку яла вăл киномеханик мăшăрĕ пулса килнĕ.

— Пĕрре Тĕрлемес станцине кайма тухнăччĕ. Ун чухне ял халăхне кино кăтартакана палламан. Çавăн чухне курнă та мана мăшăр. «Ку хĕре хамран вĕçертместĕпех», — тесе шухăшланă. Нумаях та çÿремерĕмĕр, çемье çавăртăмăр. Пĕрлешсен те киномеханикрех ĕçлерĕ. Малтанах мана та ют ялсене те илсе каятчĕ. Кайран ача çуралчĕ, — аса илет иртнине ырă кăмăллă хĕрарăм.

Галина Егоровна колхозра вăй хунă, каярах кил хуçи те хуçалăхра та ĕçленĕ, ял тăрăхĕнче те тăрăшнă.

— Пĕр вăхăт Валерианпа иксĕмĕр те хăмла пахчине куçрăмăр. Икĕ пайпа ĕçлеттĕмĕр. Ун чухне ачасем çитĕннĕччĕ ĕнтĕ. 9 çул симĕс ылтăн шăршипе килентĕмĕр. Ун хыççăн мăшăрпа пĕрле 13 çул Çĕрпÿри ПМК-8 предприятие вырнаçса районтан района, ялтан яла куçса стройкăсенче ĕçлерĕмĕр, — каласа кăтартать ĕçпе тыл ветеранĕ.

Валериан Васильевичпа Любовь Егоровна виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Аслине ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан направленипе Тверь тăрăхне янă та — вăл унтах тĕпленнĕ. Вăтамми кÿршĕ ялта пурăнать. Кĕçĕнни медицина техникумĕнчен вĕренсе тухсан Хĕрлĕ Чутайне ĕçлеме кайнă, çав тăрăхрах тымар янă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.