Комментари хушас

3 Çу, 2017

Хăйсен вăйĕпе спортзал тунă

Канаш районĕнчи Шăхасанта ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен спортне лайăх аталантараççĕ. Унта Владимир Боголюбов тренер çамрăксене спортпа туслă пулма 24 çул вĕрентет.

— Владимир Арсентьевич, сирĕн ялта кĕрешÿ спорчĕ хăçан вăй илме пуçланă?

— 1979 çулта пирĕн районта спорт шкулĕ уçăлчĕ, Шăхасанта ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине йĕркелерĕç. Эпĕ ун чухне 3-мĕш класра вĕренеттĕм. Аслăрах яшсемпе пĕрле секцие çÿреме пуçларăм. Николай Васильев тренер пулăшнипе кĕрешÿ мелĕсене алла илтĕм. Математика вĕрентекенĕ пулин те спортпа питĕ туслăччĕ вăл. Ун патне эпир виçĕ çул çÿрерĕмĕр. Николай Васильевич ялтан тухса кайсан секцие çÿреме пăрахрăм. Эпĕ ача чухнех вĕрентекен е тренер пулма ĕмĕтленеттĕм, çавăнпа 8-мĕш класс хыççăн Канашри педучилищĕне вĕçтертĕм. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.