Комментари хушас

27 Ака, 2017

Çĕтĕк атта пула Шупашкара каяйман

Валерий Федоров контр-адмиралшăн пурнăçра чи хакли — Тăван çĕршыв тата... сĕтел çинчи çăкăр. Валерий Андреевич Вăрнар районĕнчи Услапа ялĕнче чухăн çемьере çуралса ÿснĕ, апла пулин те Раççей Тинĕс çар флотĕнче хисеп çĕнсе илнĕ. Сумлă ентешĕмĕрĕн ачалăхĕнчи çичĕ самантпа паллашар-ха.

1. Икерчĕ. Вăрçă хыççăнхи пурнăç çăмăл мар. Йышлă çемьере тăхăнмалли те, çимелли те çитсе пымасть. Тăраниччен çăкăр çиес килет... Анчах хăçан пулĕ-ши кун пек тĕлĕнтермĕш? Çăмарта та Мăнкунпа Çимĕкре çеç тутанса куратпăр. Вăл та пĕрер çеç лекет. Услапаран Калинино шкулне кайса килме — вун икĕ çухрăм. Çулĕ çывăх мар,пур-пĕр утатпăр: çил-тăманра та, пылчăкра та. Çулсем япăххине пула пĕр кунхине чи çывăх юлташăмпа Коля Сорокинпа урока кая юлса çитрĕмĕр. Куншăн пуçран шăлмаççĕ. Шкул кăмакине хутма вут çуртăмăр, йăтса шаршанларăмăр. Выçăлла кунашкал ĕçсем тума çăмăл мар. Лачкам тара ÿкнĕскерсем питĕ ывăнтăмăр. Алăсем ним туйми пулчĕç. Ĕçе вĕçлесен хĕп-хĕрлĕ питпе тепĕр урока кайрăмăр. Историе Александра Федоровна вĕрентет. Çирĕп ыйтать. Мана, канса та ĕлкĕрейменскере, тÿрех доска умне кăларчĕ.  Сасартăк куç хуралса килчĕ, пуç çаврăнса кайрĕ... Урăх, урăх нимĕн те астумастăп. «Валера! Чиперех-и эсĕ?» — тени хăлхана кĕчĕ. Йывăр куç хупанкине ирĕксĕррĕн уçрăм. Кĕçех парта хушшине ларма пулăшрĕç. Çак пăтăрмах хыççăн урока юлса килекенсене вутă çуртарма пăрахтарчĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.