Комментари хушас

Çулсем иртнĕçемĕн анне сăнарĕ час-часах куç умне тухать. Мĕн тери сăпайлă, тÿсĕмлĕ, ăслă хĕрарăмччĕ вăл. Пире, йăмăкпа иксĕмĕре, пĕчченех çитĕнтерчĕ. Юрать, асанне пулăшнă ăна. Эпĕ 8 çулта чухне атте килтен тухса кайрĕ. Апла пулин те анне ун пирки нихăçан та япăххине каламастчĕ. Асанне вара мĕн виличчен пирĕнпе пĕрле пурăнчĕ.

Анне пире пĕчĕклех ĕçе явăçтарнă. Мана çурлапа тырă вырма илсе çÿретчĕ хăйпе пĕрле. Астăватăп: ыраш хăмăлĕ ÿте чĕретчĕ, ыраттаратчĕ. 10 çултан ĕç кунĕсем лартма пуçларĕç колхозра. Уроксем хыççăн аннене пулăшма çĕр улми уйне чупнине епле манăн тата! Вăл каласса кĕтместĕм, шкултан килсен çи-пуçа улăштараттăм та колхоз хирне васкаттăм.

Пĕррехинче ăна фермăра ĕçлемешкĕн чĕнме килчĕç. Эпир аннене куçран пăхса: «Пулăшма пыратпăр», — терĕмĕр. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе Саратов тăрăхне те кайнăччĕ вăл. Унтан 1 тонна тырă илсе килнĕччĕ. Çапла, вăй-халне шеллемесĕр кун-çулне ирттерчĕ, пире çитĕнтерсе çын турĕ.

Малалла вулас...

 

Людмила Айдак. Айдаксен çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.