Унсăр пурнăç тунсăх та кичем
Çулсем иртнĕçемĕн анне сăнарĕ час-часах куç умне тухать. Мĕн тери сăпайлă, тÿсĕмлĕ, ăслă хĕрарăмччĕ вăл. Пире, йăмăкпа иксĕмĕре, пĕчченех çитĕнтерчĕ. Юрать, асанне пулăшнă ăна. Эпĕ 8 çулта чухне атте килтен тухса кайрĕ. Апла пулин те анне ун пирки нихăçан та япăххине каламастчĕ. Асанне вара мĕн виличчен пирĕнпе пĕрле пурăнчĕ.