Комментари хушас

26 Ака, 2017

Мускаври аслă шкулта вĕренекенсене хушпупа тухья кăтартнă

М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăx yниверситетěнче вĕренекенсем ĕнер чăваш халăхĕн тумтирĕпе паллашнă. Тухья, хушпу тата ытти ытарайми илеме çĕршывăн теп хулине Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн студенчĕсем илсе кайнă. Ĕçсен авторĕ - Шупашкарти çак аслă шкулăн доценчĕ Зинаида Воронова тата студентсем.

Мускав патшалăх университетĕнче иртнĕ "Студентсен çуркунни" фестивалĕн гала-концертне пирĕн республикăри студентсене пуçласа йыхравланă. Уншăн Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Юрий Акиньшин МПУ ертÿçисене тав тунă.

Аса илтерер: ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче М.В. Ломоносов ячĕл­лĕ Мускав патшалăх университечĕпе Чăваш Ен килĕштерсе ĕçлеме йышăннăччĕ. Документа аслă шкул ректорĕ Виктор Садовничий тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пуснă.

www.hypar.ru