Вера ТИТОВА. Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полпредствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк

26 Ака, 2017

Мускаври аслă шкулта вĕренекенсене хушпупа тухья кăтартнă

М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăx yниверситетěнче вĕренекенсем ĕнер чăваш халăхĕн тумтирĕпе паллашнă. Тухья, хушпу тата ытти ытарайми илеме çĕршывăн теп хулине Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн студенчĕсем илсе кайнă. Ĕçсен авторĕ - Шупашкарти çак аслă шкулăн доценчĕ Зинаида Воронова тата студентсем.