Чăваш çутта тухрĕ. Анчах вăл хăйĕн чĕлхине мĕншĕн манма пуçларĕ?
«Халăхăн ăс-тăнне, унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — çапла каланă чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Енчен те вăл паян чĕрĕлсе тăнă пулсан чăннипех тĕлĕннĕ пулĕччĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕ тăршшĕпех ĕçленĕ, тăрăшнă, ĕмĕтленнĕ ĕçĕ, шухăш-тĕллевĕ чăн пурнăçа кĕнĕ.
Чăваш çутта тухрĕ. Чăваш ачи кăткăс наукăсене кăна мар, тĕнче уçлăхне те парăнтарчĕ. Çутта кăларуçă пирĕн ачасене акăлчан университечĕсене — Кембриджпа Оксфорда — яма ĕмĕтленнĕ. Халĕ вара чикĕ леш енчи 50 ытла çĕршыври çамрăксем И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухаççĕ. Малалла вулас...