Чăваш çутта тухрĕ. Анчах вăл хăйĕн чĕлхине мĕншĕн манма пуçларĕ?

«Халăхăн ăс-тăнне, унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — çапла каланă чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев. Енчен те вăл паян чĕрĕлсе тăнă пулсан чăннипех тĕлĕннĕ пулĕччĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕ тăршшĕпех ĕçленĕ, тăрăшнă, ĕмĕтленнĕ ĕçĕ, шухăш-тĕллевĕ чăн пурнăçа кĕнĕ.

Чăваш çутта тухрĕ. Чăваш ачи кăткăс наукăсене кăна мар, тĕнче уçлăхне те парăнтарчĕ. Çутта кăларуçă пирĕн ачасене акăлчан университечĕсене — Кембриджпа Оксфорда — яма ĕмĕтленнĕ. Халĕ вара чикĕ леш енчи 50 ытла çĕршыври çамрăксем И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухаççĕ.  Малалла вулас...

 

 

Надежда СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.