Комментари хушас

21 Ака, 2017

Патшалăх шур пӳрт лартса парăп тет

Республика влаçĕсем кăçалхи авăн уйăхĕнче граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна туллин вĕçлеме шантараççĕ. Çавна май Чăваш Ен прокуратури подрядчиксем ку енĕпе муниципалитет контракчĕсене, патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хуçисене çĕнĕ хваттерсене куçарнă кивĕ çуртсене пăсмалли обязательствăсене мĕнле пурнăçланине тишкерни те интереслĕ.

2013-2017 çулсенче граждансене республика территорийĕнчи авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программăн виççĕмĕш тапхăрне пурнăçласа Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче, Улатăр, Шупашкар хулисенче юхăнса çитнĕ 69 çуртри 394 çемьене куçарнине палăртнă. Программăна пурнăçламалли вăхăта пăснă тĕслĕхсем тĕпрен илсен строительство организацийĕсем çурт-йĕре хута ярассине муниципалитет контракчĕсенче пăхнă тапхăрта вĕçлейменнипе çыхăннă. Улатăр районĕнче кăна — урăх сăлтав. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.