Николай АНТОНОВ

21 Ака, 2017

Патшалăх шур пӳрт лартса парăп тет

Республика влаçĕсем кăçалхи авăн уйăхĕнче граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçармалли программăна туллин вĕçлеме шантараççĕ. Çавна май Чăваш Ен прокуратури подрядчиксем ку енĕпе муниципалитет контракчĕсене, патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хуçисене çĕнĕ хваттерсене куçарнă кивĕ çуртсене пăсмалли обязательствăсене мĕнле пурнăçланине тишкерни те интереслĕ.