Комментари хушас

31 Пуш, 2017

Тĕрлеме... улаха пуçтарăнаççĕ

Именкассинче пурăнакан Галина Маркиданова икĕ ывăлне çухатнă хыççăн чун канăçĕ тупнă: алĕç туни ăна хуйха-суйха манма пулăшать, чунри ыратăва пусарать.

— Алĕç тăвасси — хĕрарăм тивĕçĕ. Кашнинех çыхма, çĕлеме, тĕрлеме пĕлмелле. Ку ĕçсене тума мана анне вĕрентрĕ. Вăл кĕпе тавраш çĕлеме ăстаччĕ, ял хĕрарăмĕсене нумай тăхăнтартнă. Эпĕ пĕчĕк чухнех татăксенчен тĕрлĕ япала çĕлеттĕм. Пĕррехинче аннен хĕрлĕ çĕнĕ тутăрĕнченех хам валли блузка ăсталарăм. Çакăншăн лайă-ăх лекнĕччĕ мана, — йăл кулчĕ Галина Александровна.

Вăл Патăрьел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Именкассинчи Петр Маркидановпа çемье çавăрса виçĕ ача çитĕнтернĕ вĕсем, анчах ывăлĕсем пурнăçран çамрăклах уйрăлнă. Хĕрĕ Инга вĕрентекен профессине суйланă, Тикеш ялĕнче çемйипе пурăнать. 2016 çулта Инга Селиванова районта «Çулталăк воспитателĕ» ята тивĕçнĕ. Сăмах май, вăл та çыхма-тĕрлеме ăста. Пĕчĕк мăнукĕ те алĕçĕпе кăсăкланать, кукамăшне ӳкерчĕксем суйлама пулăшать. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.