Комментари хушас

9 Пуш, 2017

«Ача чухне ĕмĕтленнĕ юмахра пурăнатăп»

«Мăшăрăм Зоя, тек те çырайрăп, те çук, мана ан кĕт. Тен, телейÿ питĕ пысăк пулсан мĕнле пулĕ, çавăнпа та эпĕ сана каласшăн: малалла хăв пуç тĕлĕшĕн пурăн. Ырă кунсем çитеççĕ, эпĕр пĕтсен, вăл шутран эсĕ те, ырă курăн. Качча тухма шутласан тух, анчах манăн хĕре нихăçан та ан пăрах, ун ашшĕ тăшманпа çапăçса……… Аннепе Марьене ан пĕлтер, ман малалла чĕрĕ юлма май çук. Тен, амансан анчах тăрса юлăп, çавăнпа та чĕрĕ тесе ан шутлăр. Сывă пурăнăр манран кайран. Кам мана çилленсе пурăннисем, тăвансем, ял-йыш пурте каçарччăр. Çыр хăвăн пиччÿсем патне манран салам. Эпĕ çырма пушанаймастăп. Тен, çырмăп та. Тен, ĕмĕрĕпех. Ан кулян, пĕр эпĕр анчах мар тĕнчипе. Хăв пĕлнĕ пек пурăн. Санăн упăшку Мишша». Çак çырăва Михаил Филиппов мăшăрĕ Зоя патне 1942 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче çырнă. Чăваш салтакĕ Ленинграда блокадăран кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Умра — юнлă, хаяр çапăçу. Михаил Филиппов ку уншăн юлашки пулаяссине лайăх ăнланнă, çавăнпа вăл арăмĕ патне кĕске çыру шăрçаланă, пуçламăшне «Вăрттăнлă» тесе çырнă. Çакă виçкĕтеслĕ çырăва мăшăрĕн çеç вуламаллине пĕлтернĕ. Пĕчĕк Нина ун чухне 2-ре çеç пулнă. Амăшне çак çырăва вуланă чухне мĕн тери йывăр пулнине каярахпа тин, сарăхнă хут çинче куççуль йĕрĕсене асăрхасан, ăнланнă. Михаил Филиппов çав хаяр çапăçура чĕрĕ юлнă. Анчах вăл 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче, Ленинграда блокадăран кăларма пуçланă кун, паттăрла вилнĕ. РСФСР тата ЧАССР халăх артистки Нина ЯКОВЛЕВА ăна «атте» тесе курайман…

Пысăк телей

1940 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинче çуралнă Нина Яковлевăн ачалăхĕ çăмăл иртмен. Вăл çулталăк тултарнă кăна — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ашшĕне фронта илнĕ. 21 çулти арăмĕ ачапа тăрса юлнă. Амăшĕ кăмака хыçĕнче хăрушла макăрнине Нина Михайловна тĕтрери пек астăвать. Ахăртнех, çавăн чухне вăл мăшăрĕ вилнине пĕлтерекен хута вуланă. Пĕчĕк хĕрача нимĕн те ăнланман.

Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.