Нина Яковлева

9 Пуш, 2017

«Ача чухне ĕмĕтленнĕ юмахра пурăнатăп»

«Мăшăрăм Зоя, тек те çырайрăп, те çук, мана ан кĕт. Тен, телейÿ питĕ пысăк пулсан мĕнле пулĕ, çавăнпа та эпĕ сана каласшăн: малалла хăв пуç тĕлĕшĕн пурăн. Ырă кунсем çитеççĕ, эпĕр пĕтсен, вăл шутран эсĕ те, ырă курăн. Качча тухма шутласан тух, анчах манăн хĕре нихăçан та ан пăрах, ун ашшĕ тăшманпа çапăçса……… Аннепе Марьене ан пĕлтер, ман малалла чĕрĕ юлма май çук. Тен, амансан анчах тăрса юлăп, çавăнпа та чĕрĕ тесе ан шутлăр. Сывă пурăнăр манран кайран.