«Катлета кам çинине ачасем мар, хамăр та пĕлместпĕр»
«Катлета кам çинĕ?» Математика предметĕнчи практика ĕçĕнчи задачăн хуравне тупас тесе редакцие Шупашкарти 20-мĕш шкула кăçал пĕрремĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшĕн пĕр ушкăнĕ кĕрсе тăчĕ. Вĕсем вырăс чĕлхинчи О-Ă орфограммăсене ăша хывтармалли правила пирки: «Ачасене мĕншĕн йăнăш тĕслĕхсене кăтартмалла?» — терĕç.
Кăçал пĕрремĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшне вĕренÿ учрежденийĕ сĕнекен Д.Эльконинпа В.Давыдовăн альтернативлă вĕренÿ тытăмĕ килĕшмест-мĕн. Вĕсен шухăшĕпе, ку ытла йывăр. «Ансатраххине суйлама май çук-ши?» — ыйтрĕç ашшĕпе амăшĕсем. Вĕсем хăйсен пăшăрханăвне палăртса 20-мĕш шкул директорĕ патне тата Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленине çыру шăрçаланă. Анчах хуравра вĕсен чунне лăплантармалли тупăнман. Чиновниксем «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен» саккунăн статйисене илсе кăтартнă май йăлтах тĕрĕссине çирĕплетнĕ, ыйтăва хуравланă чухне шкул çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Çырура 2000 çулта çÿлерех асăннă вĕренÿ учрежденийĕ «Аталанмалли вĕренÿ шкулĕ» статуса тивĕçнине пĕлтернĕ, кăштахран унти ачасем Аталанмалли вĕренÿ шкулĕсен Пĕтĕм тĕнчери XII олимпиадинче пĕрремĕш вырăн йышăннине аса илнĕ. Шкул çитĕнĕвĕсене, унта вĕренекенсем хăçан тата мĕнле конкурсра палăрнисене çырса кайнă май пĕри физкультура енĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра çĕнтернине каланă. Малалла вулас...