ЛАЙĂХ ЫЙХĂ - СЫВЛĂХ, ÇАМРĂКЛĂХ, ИЛЕМЛĔХ ÇĂЛ КУÇĔ
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ ыйхă этем тата общество сывлăхне пысăк витĕм кÿнине шута илсе 2008 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне çирĕплетнĕ. Ăна çулсерен пуш уйăхĕн виççĕмĕш эрне кунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал вăл пуш уйăхĕн 21-мĕшĕпе тĕл килчĕ.
Вăтамран илсен, кашни çын хăйĕн ĕмĕрĕн виççĕмĕш пайне çывăрса ирттерет. Ыйхă йĕркеллĕ пулсан организм кăнтăрла çухатнă вăй-хала тавăрать, ытлашшинчен хăтăлать, нейрон çыхăнусем кирлĕ мар белоксенчен тасалаççĕ. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ сывă çын вăй хушăннине туйса вăранать. Çывăрнă чухне пуç мимин хастарлăхĕ чакать, çавна май вăл лайăхрах канать.
Нумай вăхăт çывăрса тăранманни пурнăç пахалăхне япăх витĕм кÿрет: шÿте ăнланас туйăм çухалать, вĕчĕрхенÿлĕх, ыттисенчен ютшăнасси, ялан пĕр ыйту тавра шухăшласси аталанать. Кирлĕ ыйхăн 4 сехетне кăна çухатсан та ас туса юласси 45 процент чакать, вăрах чирсем çивĕчленме пултараççĕ. Тухтăрсем япăх ыйхă пулас инсульт, инфаркт, гипертони, йывăр ытти чир патне тунă утăм тесе çирĕплетеççĕ. Паха ыйхă вара чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен, нумай ытти амакран хÿтĕленме пулăшать.
Çывăрса тăранассине кайрана ан хăварăр. Выртас умĕн эрех, кофе, чей ĕçмелле мар - вĕсем нерв тытăмне япăх витĕм кÿреççĕ. Выç хырăмла е çисе тултарнă хыççăн выртни те ыйхă пахалăхне чакарать. Каçхи апат хыççăн 4 сехетрен кая мар иртмелле. Ытлашши çывăрни сахал çывăрнă чухнехи пекех сиенлĕ. Ăсчахсен шухăшĕпе çитĕннĕ çынсен - талăкра 7-8 сехет, ача кĕтекен хĕрарăмсен - 9 сехет, ачасен 10 сехет çывăрмалла. Ыйхă вăхăтĕнче этем организмĕнче сиплĕ витĕмпе палăрса тăракан пине яхăн хими çыхăнăвĕ йĕркеленнине тĕпчесе палăртнă.
Пирĕн пуç мими çывăрнă вăхăтра тĕрлĕ гормон туса кăларать. Чи пĕлтерĕшли - ватлăхпа кĕрешме пулăшакан мелатонин гормон. Шăпах çĕрле çывăрнă чухне мелатонинăн талăкра кирлĕ виçин 70 проценчĕ пухăнать. Вăл тĕттĕмре кăна йĕркеленет, çавăнпа çĕрлене хирĕç чÿрече каррисене çутă лекмелле мар кармалла. Каçхине 22 сехетрен кая юлмасăр выртсан ку ĕç чылай лайăхрах пулса пырать. Организм мелатонин туса кăлартăр тесен юнра триптофан аминойÿçек пулмалла. Хĕвел çутинче триптофан серотонина куçать, вăл вара çĕрле каллех мелатонина çаврăнать. Çавăнпа кăнтăрла уçă сывлăшра 1 сехетрен кая мар çÿремелле.
Мелатонин туса кăларассине лайăхлатас тесен пулă, чăх, кăркка ашĕ, банан, çĕр улми çимелле. Сĕлĕ, куккурус, рис, урпа, помидор паха. Рацион кирлĕ микроэлементсемпе, витаминсемпе пуян пулмалла. Углевод нумай апатсене пахча çимĕçпе тата белоксемпе пĕрле çимелле. Çу тĕртĕмĕсенче глюкоза ытларах пухăнтăр тесен çывăрса тăранмалла тата спортпа туслă пулмалла. Çу нумаййи мелатонин йĕркеленессине чăрмантарать. Çăра кофе, чей, алкоголь ытлашши ĕçни те, пирус чылай туртни те çакăн пек витĕм кÿрет.
Çапла вара шайлашуллă апатланни, кун йĕркине тĕрĕс йĕркелени, çителĕклĕ çывăрни ăс-тăнпа организм сывлăхне нумай çуллăха упраса хăварма пулăшĕ.
Республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕн методист тухтăрĕ,