Комментари хушас

3 Нарăс, 2017

Хапсăнчăк пуçлăхсем

Ял тăрăхĕсен, вĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пулнă çынсем пĕрин хыççăн тепри суд умне тăраççĕ, вĕсем пирки уголовлă ĕçсем пуçараççĕ. Тепĕр чух, ан тив, тахçанхи преступленисем пулччăр — Следстви комитечĕ «ĕлĕкхи» çылăхсене те каçармасть.

Патăрьел районĕнче суд Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ Первомайски ял тăрăхĕн администрацийĕн экс-пуçлăхĕ тĕлĕшпе пухнă материалсем ăна уголовлă майпа айăпламашкăн çителĕклĕ тесе хакланă. Суд умне пуçлăх пулнăскерĕн 38 çулти пĕлĕшĕ те тăнă. Вĕсене служба вырăнĕпе усă курса укçана тăкакласа пĕтернĕшĕн айăпланă. Экс-чиновник çийĕнчен свидетельсене хăратса суя кăтартусем пама хистенĕшĕн те явап тытать.

Следстви тата суд тĕпчесе çирĕплетнĕ тăрăх — пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлаччен ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ ĕç вăхăтне шута илмелли табельсене суя кăтартусем кĕртнĕ. Вĕсене ĕненес тĕк — хайхи пĕлĕшĕ, хĕрарăм, вырăнти культура çуртĕнче уборщицăра тăрăшнă. Тĕрĕссипе, унта пĕр кун та ĕçлемен. Суя документсене тĕпе хурса хĕрарăма шалу тÿленĕ, çавна май муниципалитет бюджетне 15 пин тенкĕ ытла сиен кÿнĕ.

Çак тĕслĕхпе иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕн пуç­ламăшĕнче уголовлă ĕç пуçарсан администраци пуçлăхĕ культура çуртĕнче ĕçлекенсене — арçынпа хĕрарăма — хăйне айăплакан кăтартусене улăштарма хистенĕ. Вĕлерессипе хăратсах. Хĕрарăма çапма та именмен.

Следстви вăхăтĕнче вăл хăйĕн айăпне туннă, анчах судра пĕтĕмпех йышăннă. Ăна çулталăк та вунă уйăхлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, 20 пин тенкĕлĕх штрафланă. Ĕçлемесĕрех уборщицăра шутланнă хĕрарăм çур çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр юлнă.

Етĕрне районĕнче те экс-пуçлăх суд умне тăма хатĕрленет. Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ Хучаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнăскер тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Ун тĕлĕшпе тăратнă айăплав анлă: должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн, служба вырăнĕпе усă курса укçа вăрланăшăн, службăри ултавшăн явап тытма тивет.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн 2008-2009 çулсенче муниципалитет чиновникĕ бюджет укçипе Хурамалăх ялĕнче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсемпе пĕрле икĕ çурт туяннă — 930 пин тенкĕлĕх. Унтан çав çуртсене чăннипе тăлăх ачасен шутне кĕмен çынсене социаллă найм шучĕпе панă. Вăхăт иртнĕ май çав çынсем вĕсене приватизациленĕ. Тĕрĕссипе, çуртсенчен пĕрне туса та пĕтермен, тепри пурăнма юрăхсăр пулнă. Чăн та, кайран пÿртсене иккĕшне те ял тăрăхĕн харпăрлăхне панă.

Ку çеç те мар. 2006-2011 çулсенче айăпланакан ĕç вăхăтне шута илмелли суя табельсене алă пусса çирĕплетнĕ. Документсенче водитель çур ставкăпа ĕçленине палăртнă, чăннипе вара çав тапхăрта вăл администраци машинин рулĕ умне ларман. Ĕç укçине водителе тÿлеме тесе пуçлăха хăйне панă, вăл вара укçана хăйĕн кĕсйине чикнĕ.

 

Н.ДМИТРИЕВ.

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.