Комментари хушас

17 Чÿк, 2016

«Артистăн чуна тавăрса кăтартмалла»

Шăматкун. Ача-пăча йышлă пулин те Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Сăрьелти Зайцевсен килĕнче — шăп, çурма тĕттĕм. Упăшкин пурăнасси нумаях юлманнине Любовь Ивановна чухланă. Юрăна шалкăм çапнă хыççăн 3 çул кашăкран çитерсе пурăннă вăл. Епле пăхмăн-ха! Юратнă упăшка-çке!

Пĕр каçхине Юра, таврари чи маттур каччă, нихăçан курман, палламан Любăна вăйпа тенĕ пек трактор кабинине лартса вăрласа кайнă. Пĕрле çĕр каçнă хыççăн кăнтăр çутипе тин пĕр-пĕрне курнă хĕрпе каччă. "Хумлă-хумлă çÿçĕ хулпуççи таран, сăн-пичĕ чипер, тирпейлĕ çÿрет", — сăнанă хĕр пулас упăшкине. Ун хыççăн майрасем кĕтĕвĕпех чупнине, пикесен чĕрине пайтах çунтарнине чĕкеç шатриллĕ Люба пĕлмен-ха. Акă пĕрре курнă та — юратăва парăннă. Кĕçех хĕрне çухатнă амăшĕ вĕçтерсе çитнĕ: "Атя, Люба, киле! Мĕн туса ларатăн кунта?" "Çук, каймастăп. Эпĕ кунтах юлатăп", — хуравланă Люба. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.