Комментари хушас

17 Чÿк, 2016

Фристайл тÿрех килĕшнĕ

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялне 30-40 çул каялла «Труд» колхозăн ĕç паттăрĕсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем тата çĕршывĕпе паллă спортсменсем чапа кăларма пуçларĕç. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕн, пултаруллă тренерăн В.М.Бородкинăн вĕренекенĕ Валерий Мулендеев 1979 çулта велокросс енĕпе çĕршыв чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, 20 çултах СССР спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче велосипед спорчĕн тĕрлĕ енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Союзри тата тĕнчери ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнса вун-вун медаль çĕнсе илчĕ вăл. Шупашкарти стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕн заместительне, аслă категориллĕ тухтăра, медицина ăслăлăхĕсен кандидатне Сергей Мулендеева чылайăшĕ пĕлет. Сергей Васильевич хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Валерий пек спортра пысăк çитĕнÿсем туса никама та тĕлĕнтермен. Апла пулин те вăл Инçет Хĕвелтухăç çар округĕнче хĕсметре тăнă тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче вĕреннĕ чухне ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тата кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă, 1-мĕш разрядлă норматива пурнăçланă. Унăн мăшăрĕ Нина Кузьминична та тĕрлĕ енлĕ аталаннă спортсменка: шкулта вĕреннĕ чухне йĕлтĕрпе чупса, çăмăл атлетика енĕпе ăмăртса районта малти вырăнсене тăтăшах йышăннă.Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.