Вĕренÿре те, юрă-ташăра та хастар шкул президенчĕ
Тăххăрмĕш класри Таня Феоктистова чылай енпе пултаруллă. Ăна кăçал шкул президентне суйланă. Ахальтен мар паллах. Кĕçĕн классенченех вĕренÿ отличници, спортпа туслă, шкул пурнăçĕнче хастарлăхпа палăракан, конкурс-олимпиадăсене тăтăшах хутшăнакан пике чылай вĕренекеншĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Президент тивĕçĕсен шутне мĕн-мĕн кĕрет-ха? Унăн шкул «министрĕсене» пулăшмалла, пĕрле конкурс-мероприятисем йĕркелемелле, пĕр-пĕр уяв умĕн шкул стенисене илемлетме плакатсем те ÿкермелле. Çак яваплăха Таня çăмăллăнах тата кăмăлтан пурнăçлать. «Хальлĕхе ку тĕлĕшпе кăткăслăхсем сиксе тухман-ха», — тет вăл йăл кулса. Тантăшĕсемпе вĕрентекенсем пулăшса пыни те хавхалантарать ăна.
Шкул пурнăçĕ интереслĕ. Вăл тĕрлĕ пулăмран пуян. Çакă уйрăмах килĕшет Таньăна. 1-мĕш класранах «Калинка» халăх ташши ансамблĕнче ăсталăхне аталантараканскер çак енĕпе чылай конкурс-фестивале хутшăнать. Акă пĕлтĕр Азербайджанри ташă фестивалĕнче пулса курнă. Кăçал вара «Калинка» ушкăнпа Крымра иртнĕ ташă уявĕнче пултарулăхне кăтартнă.
— Хамăр ансамбльпе тĕрлĕ хулана тухса çÿретпĕр. Унти илемлĕ вырăнсемпе, палăксемпе, музейсемпе паллашни асăмра яланлăхах юлать, — шăкăл-шăкăл калаçать чĕвĕлти сасăллă маттур.
Чун киленĕçне те ташăра тупнă Таня. Сцена çинче тĕрлĕ хускану тунă самантсенче пуринчен телейлĕрех туять. Çунат хушнăнах туять вăл ун пек чухне хăйне. Кăмăл-туйăм та çĕкленет, куракансем тăвăллăн алă çупни вара çав тери хавхалантарать. «Чи кăмăла каякан ташă мĕнли?» — тесе ыйтсан: «Тĕрлĕ халăх ташшипе савăнтаратпăр куракана: чăваш, вырăс, тутар... Пурте вĕсем интереслĕ. Уйрăмах мана удмурт халăх ташши килĕшет. Вĕсен наци костюмĕ те, хусканăвĕсем те хăйевĕрлĕхпе тыткăнлаççĕ, илĕртеççĕ», — кăмăллăн хуравларĕ Таня. «Чун киленĕçĕ вĕренĕве мĕнлерех витĕм кÿрет?» — пулчĕ тепĕр ыйту. «Чи малтанах хăвна çынсем умĕнче çирĕп тытма хăнăхатăн, сцена çине тухсан пăлханни те иртет. Ташăпа конкурссене тĕрлĕ хулана, çĕршыва тухса çÿренĕ май тавракурăм та аталанать, ку е вăл хула пирки нумайрах пĕлетĕн, унпа çывăхрах паллашатăн. Унсăр пуçне ташлани лайăх кăмăл-туйăм парнелет, çĕкленÿллĕ кăмăлпа вара вĕренÿ те çăмăллăн иртет», — хăпартланса вĕçлерĕ сăмахне хастарскер.
Нина ЦАРЫГИНА.
Муркаш районĕ,
Москакасси шкулĕ.