Комментари хушас

29 Авăн, 2016

Алăра - студент билечĕ

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Кемĕр хулинчи пĕр аслă шкулăн студенчĕсем вĕренме кĕнине паллă тумашкăн турбазăна кайнă. Уявра пулнисенчен пĕри Интернета çарамасланнă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Çакăн хыççăн ку хыпар тĕнчипе сарăлнă. Тин çеç студент билетне илнĕ çамрăксен киревсĕр хăтланăвне сенкер экранпа та, хаçат-журналра та хĕрÿ сÿтсе явнă. Студентсен сăмахĕсене ĕненес тĕк, яшсемпе хĕрсене пĕр тум юлмиччен хывăнма конкурс хистенĕ. Вăйă йĕркипе килĕшÿллĕн, чи пысăк балл пухас тесен тумтир нумайрах хывмалла пулнă. Кашни япалашăн балл хушнă. Ушкăна мала кăларассишĕн хăшĕ-пĕри çаппа-çарамасланнă. Сăнÿкерчĕкре çамрăксем вăрттăн вырăнсене алăпа хуплани курăнать. Студентсене пĕрремĕш курса йышăннă ятпа ирттернĕ уяв виçĕ куна тăсăлнă. Вăл тĕрлĕ конкурсран йĕркеленнĕ. Кемĕрте кунашкал уяв ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ, анчах яш-хĕр çарамасланни хальччен пулман. Ĕнерхи шкул ачисем конкурсра хăйсен ирĕкĕпех салтăннă. Студентсен кунашкал хăтланăвĕ аслă шкул ятне вараланă çеç мар, ахăртнех, ашшĕ-амăшĕн питне те хĕретнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.