Комментари хушас

9 Утă, 2016

Пурнăç илемне туйса

Александр Степановичпа Клавдия Дмитриевна Усановсем Шăмалак ялĕнче пурăнаççĕ. Хăйсен ĕмĕрĕ лăпкăн иртнишĕн савăнаççĕ вĕсем. «Мĕн тăвăн, пурнăç çулĕ тăрăх утнă май ыррине чылай куртăмăр, савăнăçлă та телейлĕ самант нумай пулчĕ. Çемьере пĕр çухатусăр мар, нумаях пулмасть чире пула ывăл ача пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ, йывăр пулин те ăна та чăтса ирттертĕмĕр. Турă çеç ан пăрахтăрччĕ пире», — теççĕ хисеплĕ ватăсем.

Санькка тете çемьере кĕçĕнни пулнă. Ашшĕпе амăшĕ Степан Ивановичпа Серафима Ивановна Усановсем улттăмĕшĕ ывăл ача çуралсан питĕ хĕпĕртенĕ. «Хамăра ватлăхра пăхаканни пулĕ», — тенĕ. Ашшĕпе амăшĕн пилне упраса Санькка Шăмалакри çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухать, кайран пĕр вăхăт колхозра вăкăрсемпе ака-суха тăвать. Вунсакăр çула çывхарсан ăна çар ретне илеççĕ. Тăватă çул Сахалинта хĕсметре тăрать вăл. Салтакран таврăнсан вăйăра Яманчÿрел хĕрне тĕл пулать, яш чĕре юрату хĕмĕпе хыпса илет. Çулталăк çурăран пĕр-пĕрне савакан икĕ çамрăк пĕрлешсе çемье çавăраççĕ.

— Пĕр кунхине Клавти пирĕн ял тăрăхне килнине пĕлсен кÿршĕсем патне Тутарстанран хăнана çитнĕскерĕн лашине ыйтмасăрах кÿлтĕм те хĕре вăрласа мăн аппасен килне кайса ятăм. Çавăн чухне тин чунăм канăç тупрĕ. Савни тепĕр çынна качча тухасран тем пекех шикленнĕччĕ. Çав кунтанпа иксĕмĕр пĕр-пĕринчен пачах та уйрăлман, — тет Санькка тете куларах.

Александр Усанов çартан таврăнсан ялти «Слава» хуçалăхăн çĕнĕ машини рулĕ умне ларса тăван хуçалăхра вăй хурать. Клавти аппа та колхозра бригадăра тимлет. Вăл та мăшăрĕ пекех ĕмĕрĕпе тăван «Слава» колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать.

Юратупа тĕвĕленнĕ çемьере тăватă ывăлпа икĕ хĕр çут тĕнчене килеççĕ. Пурте тăван çĕршыва юрăхлă пулаççĕ. Кĕçĕнни Володя тĕп килте ватăсемпе пурăнать. Чун тĕпренчĕкĕсем тăван киле килсех тăраççĕ, ашшĕпе амăшне май пур таран пулăшаççĕ.

— Халь ачасен ывăл-хĕрĕпе савăнса пурăнатпăр. Вĕсем пирĕн сахал мар: тăхăр мăнук тата мăнуксен тăхăр ачи. Пурнăç иккĕ килмест, Турă панă кунсемпе килĕшсе, пурнăç илемĕпе киленсе пурăнмалла. Сывлăхлă ачасем çуратса панăшăн, кил ăшшине упранăшăн, аякран çула тухса ашшĕ-амăшĕн килне васкакан ачасемпе кинсене, хĕрсемпе кĕрÿсене, мăнуксене яланах ăшшăн кĕтсе илсе тутлă апат-çимĕçпе хăналаса янăшăн мăшăрăма тав тăватăп. Хĕрарăмăн кил-çуртра, кулленхи пурнăçра чăннипех те тÿпе пысăккине туйса, арăма хисеплесе, упраса пурăнасчĕ малашне те, — тет ăшă кăмăллă Санькка тете.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ куна лайăх астăвать вăл.

— 1945 çулхи çу уйăхĕ. Шкул ачисем хурăн йывăççисем лартма тухнă. Радио калаçать, Левитан вăрçă пĕтнине пĕлтерет. Кашни килтех ашшĕсене, мăшăрĕсене, пиччĕш-шăллĕне кĕтеççĕ. Хăшĕ-пĕри таврăнать-ха. Теприсен вара виçĕ ывăлĕ те, мăшăрĕ те фронтра пуçĕсене хунă. Пирĕн çемьерен атте, аслă тете Ваççа тата вăта тете Геннади вăрçăра пулнă. Ваççа тете 1945 çулхи акан 22-мĕшĕнче хаяр çапăçура пуçне хунă. Тепĕр тетене тытăнчăклă калаçнăран вăрçă пĕтсен киле янă. Атте таврăннă хыççăн тÿрех колхозра платник ĕçне пикеннĕ. Каласа памалли тата нумай. Усановсен ывăлĕсем — Тăван çĕршыв патриочĕсем. Ватă асаттерен тытăнса мăнуксем таранчченех çара кайнă. Хамăрăн тăватă ывăл та çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хăйсен тивĕçне пурнăçланă. Манăн атте виçĕ вăрçăра пулнă. 1912-1917 çулсенче Африкăна çитнĕ, унта вĕсене винтовкисене пăрахтарса пăрахутпа илсе кайнă. Мергидан ятлă пуян патĕнче тарçăра ĕçленине калатчĕ. Унăн хĕрĕ аттене питĕ юратнă. Анчах та арçын ют пике хыççăн кайман, çемьене упраса хăварас тенĕ. Çирĕп юрату пулнă аттепе аннен, ултă ача çуратса ÿстернĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен те çĕнтерÿпе таврăннă, — каласа парать Санькка тете.

Венера ДМИТРИЕВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.