Венера ДМИТРИЕВА

9 Утă, 2016

Пурнăç илемне туйса

Александр Степановичпа Клавдия Дмитриевна Усановсем Шăмалак ялĕнче пурăнаççĕ. Хăйсен ĕмĕрĕ лăпкăн иртнишĕн савăнаççĕ вĕсем. «Мĕн тăвăн, пурнăç çулĕ тăрăх утнă май ыррине чылай куртăмăр, савăнăçлă та телейлĕ самант нумай пулчĕ.