Комментари хушас

7 Çу, 2016

Çĕршыва юрăхлă ăру çитĕнет

Ĕнер çĕнтерÿçĕ салтаксене хисеплесе çар тумĕллĕ ачасемпе çамрăксем Шупашкарти Хĕрлĕ тÿреме Çĕнтерÿ парадне тухрĕç. Вĕсем çарпа патриотизм конкурсне хутшăнса, спорт ăмăртăвĕсенче палăрса, лайăх вĕренсе çак чыса çĕнсе илнĕ.

«Çĕршыва юрăхлă ăру çитĕнет. Вĕсене курсан кирек камăн та мăнаçлăх туйăмĕ çуралĕ. Çак йышра манăн мăнукăн ачи те — 172-мĕш ача садне çÿрекен Рина Краснова — пур. Вăл кăçал шкула кайма хатĕрленет. Çитĕнекен ăрупа, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, вĕрентекенĕсемпе пĕрле чунран савăнтăм», — тет вăрçă ветеранĕ Петр Теплов.

Сывлăш çавăрса илнĕ вăхăтра çапăçу хирĕнчен тухайман юлташĕсене аса илсе хурланчĕ вăл. Елчĕк районĕнчи Патреккел каччине 1942 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Связист яланах малти фронтра çапăçнă. «Малтанах татăлнă çыхăнăва йĕркелеме йывăр катушка сĕтĕрсе çÿреттĕм, кайран чавса çине кабель чĕркесе хамăн ĕçе çăмăллатма хăнăхрăм. Противогаз, автомат, кĕреçе яланах хам çумра пулнă», — калаçăва тăсать Петр Николаевич. Икĕ хутчен амантнă ăна. Пĕррехинче çапăçу хирĕнче тăнне çухатнă вăл.

Великие Луки хулине ирĕке кăларнă чухне крепоçпа çыхăну йĕркеленĕшĕн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă Петр Теплова. Пĕрремĕшне уйрăмах хаклать 93-ри ветеран. Чылай çул иртсен çав тăрăхри çапăçу вырăнĕсене ятарласах кайса килнĕ çĕнтерÿçĕ.

Беларуçри, Литвари, Латвири хĕрÿ çапăçусенче палăрнăшăн виçĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă ăна. Сăмах май, пĕрне вăрçă вăхăтĕнче панă, тепĕр иккĕшĕ хуçине кайран тупнă.

Петр Николаевич Патреккел халăх хорĕнче юрланине, шкула кайичченех «Нарспи» спектакльте Сенттие вылянине ăшшăн аса илчĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.