Ĕçе ачаран хăнăхмасан...
Каç еннелле Шупашкарти суту-илÿ комплексне кирпĕч туянма вĕçтертĕмĕр. Ретсен хушшипе утнă чухнех пирĕн çума вуннăри арçын ача çыпăçрĕ. Кунта хăйне ирĕклĕ тытать вăл: сутуçăсемпе калаçать, хăш тавара ăçта вырнаçтарнине лайăх пĕлет. «Çакăнта ĕçлекенĕн ывăлĕ-ши?» — иккĕлентĕм ун çине пăхса.
Ача урама та пирĕнпех тухрĕ. «Пулăшнăшăн мана хут укçапа тÿлеççĕ», — ăнлантарать хайхискер. Унччен те пулмарĕ, ыттисемпе танах кирпĕче прицепа тиеме пуçларĕ. Хăваласан та каймасть. Тĕрĕссипе, ăна пулăшма никам та ыйтман. Вăйпитти арçынсемшĕн те 5-10 минутлăх ĕç кăна кунта. Меллĕ самантпа усă курса ун çинчен ытларах пĕлес килчĕ. Вăл çакна кăна кĕтнĕ тейĕн.
«Паян — манăн çуралнă кун», — те чăнласах калать, те суять вăл пире. Апла тăк мĕншĕн киле васкамасть пĕчĕк пулăшакан? «Сана çывăх çынсем кĕтеççĕ, хальччен сĕтел те хатĕрленĕ ĕнтĕ», — шеллес те килет ăна. Анчах унăн ĕç кунĕ вĕçленмен имĕш. Ара, лавкка хупăнман-çке. Ашшĕ-амăшĕ ĕçрен чăнах час таврăнмасть-ши вара?
«Ĕçлесе илнĕ укçапа пылак çимĕç туянатăп. Канфет-печенипе пиччене, аппана хăналатăп», — пытармасть шкул ачи. Çи-пуçĕ, пушмакĕ ниçтан та çĕтĕлмен, вараланса сăнсăрланман. Апла тăк ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине тумлантармалăх, çитермелĕх ĕçлесе илетех. Унсăрăн арçын ача пылак çимĕç мар, çăкăр туянĕччĕ.
Хăй каланă тăрăх, шкулта «4» тата «5»-пе вĕренет. Пушă вăхăтра кăна алăра тытмалăх укçа ĕçлесе илет. Арçын ача çаврăнăçулăхĕнчен, никамран ютшăнманнинчен тĕлĕнтĕм. Транспорт алăкне те уçса парать, телейлĕ çул сунса ăсатать...
Те мухтамалла, те ятламалла ăна çакăншăн? Çуркуннехи каникулти шкул ачине никам та ирĕксĕрлесе ĕçлеттермест. Вăл килте компьютерпа выляс е телевизор курас вырăнне уçă сывлăшра çÿрет, вăй çитнĕ таран çынсене пулăшать. Кĕсьене хулăнлатассишĕн вăрра кайманни, паллах, лайăх.
Яла командировкăна каймассерен хамăрăн вулакансемпе тĕл пулатпăр. Кинемейсем 6-7 çулта хире тырă вырма тухнине, те çывăрса тăранайманран, те васкаса ĕçленĕрен çурлапа пÿрнене каснине аса илеççĕ. Хăшĕ-пĕри килти ĕçсене пула шкула вĕренме те каяйман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те, ун хыççăн та ачасем мăн çынпа танах ĕçленĕ.
Эпир кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех Тимур команди йĕркеленĕччĕ. Ватăсене кил картишĕнче тирпейлеме, урай çума пулăшаттăмăр. Эпир, çĕнйĕркелÿ тапхăрĕччен çуралнисем, хамăр ĕçе укçапа виçме хăнăхман. Ăшă сăмахпа тав туни хаклăрах пулнă пирĕншĕн.
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Хальхи ачасене ĕçлеттернĕшĕн явап тыттараççĕ. 14-ран иртнисем кăна вăхăтлăх ĕçе вырнаçма пултараççĕ. Çĕмĕрлере, сăмахран, çулталăк пуçланнăранпа 14-18 çулсенчи 136 çамрăка шалу тÿлеме пуçланă. Вĕсем шкулта вĕренмен вăхăтра ĕçлемешкĕн организацисемпе килĕшÿ тунă. Ытти тăрăхра та çамрăксене ĕç тупса памашкăн хапăл. Çакă вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, ĕç майне вĕренме, укçа хакне пĕлме пулăшĕ.
Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, хамăр тăрăхри 16100 вĕренекене ĕç тупма пулăшнă. Шалу тÿлеме республика хыснинчен 9012,9 пин тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне муниципалитет бюджетĕнчен 3,8 миллион тенкĕ куçарнă. Çак шутран Шупашкар хула администрацийĕ — 1500 пин, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕ 260 пин, Канаш хула администрацийĕ 200 пин, Канаш район администрацийĕ 300 пин, Шупашкар район администрацийĕ 250 пин тенкĕ панă.
Йывăр лару-тăрури тата преступлени çулĕ çине тăма пултаракан çамрăксене те ĕçе вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Вĕсемшĕн каникул вăхăчĕ усăллă иртни çав тери пĕлтерĕшлĕ.
Ĕç пурăнма вĕрентет теççĕ. Пилĕк авма ÿркенмен ача пуласлăхра хăйĕн вырăнне тупасси иккĕлентермест. Ĕçлесе çисен çăкăр та тутлăраххине, тăрансан пыл та йÿççине шкулта вĕреннĕ чухнех ăнланса илекене ырламалла çеç.
Марина ТУМАЛАНОВА