Комментари хушас

19 Пуш, 2016

Çыру çырсамăр салтаксем патне...

Республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçипе Лариса Егоровăпа курса калаçма яланах кăмăллă. Çар чаçĕсене кайса килнисĕр пуçне нушаллă пурăнакан çемьесене пулăшма та, шкул ачисемпе тĕлпулу йĕркелеме те май тупать вăл.

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне хĕсметри ентешсем валли парне пуçтарасси, вĕсем патне çыру çырасси — хăнăхнă пулăм. Лариса Ивановна кашни çулах ку ĕçе шкул ачисемпе вĕрентекенсене, тĕн çыннисене явăçтарма тăрăшать. Кăçал Красноармейски, Çĕрпÿ, Муркаш, Шупашкар район çыннисем ыркăмăллăх акцине хастар хутшăннă.

Посылкăсемпе çырусене Дагестан Республикинчи Буйнакскри çар госпитальне, Смоленскри çар чаçне вăхăтра çитернĕ. Унти командирсем уявпа саламлакансем валли Тав çырăвĕсем парса янă. Вĕсене вырăна çитерес тĕллевпе эпир те Лариса Ивановнăпа пĕрле çула тухрăмăр.

Пулас хÿтĕлевçĕсем

Красноармейскинчи Трак вăтам шкулĕнче акцие хутшăнакансене директор пÿлĕмне пуçтарчĕç. Ачасем çĕршыв хÿтĕлевçисем валли шăккалат, канфет, çăратнă сĕт, чей, нуски, супăнь, шăл пасти... илсе килнĕ. «Арçын тивĕçне пурнăçлакан çамрăксем яланах хисепре. Эпир те вĕсемпе мăнаçланнине пĕлсе тăччăр», — тет 6-мĕш класра пĕлÿ илекен Алла Яковлева. Ыттисем те паянхи салтаксене сывлăх сунчĕç, вĕсем пуррипе çĕршывра тăнăçлăх хуçаланни çинчен калаçрĕç.

«Ачасен шкулта вĕреннипе, килте телевизор пăхнипе кăна çырлахмалла мар, арçын тивĕçне пурнăçламалли пирки те халех шухăшламалла. Шăпах çавăнпа çак акцие хутшăнма палăртрăмăр. Эпир патриотизм ыйтăвĕпе нумай калаçатпăр. Вĕренекенсем стройпа утма хăнăхаççĕ, «Зарница», «Орленок» вăййисенче мала тухаççĕ», — палăртать шкул директорĕ Ирина Федорова.

Апат хыççăн канаççĕ

Çул çинче хĕсмет тавра пуçарнă калаçăва малалла тăсать Лариса Ивановна. «Кемĕр тăрăхĕнчи çар чаçĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Шала кĕрсен шăппăн калаçма ыйтрĕç. Кăнтăрлахи апат хыççăн салтаксем çывăраççĕ иккен, вĕсене кансĕрлеме юрамасть», — çак саманта асра тытать хĕрарăм.

Канашри йышăну пунктĕнчи лару-тăрăвах илер. Хальхи йĕркепе, çамрăк хăш тăрăхри çар чаçне кайнине шута илсе, çар формипе çакăнтах тивĕçтереççĕ. Çавăнпах çул çинче никам та шăнса чирлемест.

Лариса Егорова çар чаçĕсенче кафе уçнине ырлать. Апла тăк салтаксен кофе, чей, сĕткен ĕçме май пур.

Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçи çар чаçĕсенче — кĕтнĕ хăна. Чăваш Республикинче çитĕннĕ хÿтĕлевçĕсене командирсем мухтанине итлеме, паллах, кăмăллă. Лариса Ивановна салтаксем тĕрлĕ халăх йăли-йĕркине хисепленине, пĕр-пĕринпе туслă пурăннине хăпартланса каласа кăтартать.

Кадет клубĕ

Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер вăтам шкулне çитни те сисĕнмерĕ. «Вĕренесси — йĕппе çăл чавасси пекех», — шала кĕрсенех пысăк саспаллисемпе çырнине кирек кам та тÿрех асăрхать. Çак каларăша ăша хывнине шкул директорĕ Шейхулла Феизов тĕрĕслесех тăрать. Ахальтен мар вĕренекенсем республика шайĕнчи конкурссенче, олимпиадăсенче, конференцисенче çĕнтереççĕ. ППЭ кăтартăвĕсемпе те малтисен йышĕнче вĕсем. «Лариса Егорова кашни килмессеренех паянхи паттăрсене куç умне кăларма пулăшать. Пурнăç тути-масине астивнĕ хĕрарăмăн сăмахĕсем чуна витереççĕ, çавăнпах ачасем те, педагогсем те куççульленмесĕр итлеймеççĕ ăна», — тет Шейхулла Зейдуллович.

Кунта кадет клубĕ ĕçлет. Шăпах çак йышри ачасем çар чаçĕсенчи командирсем алă пуснă Тав çырăвне тивĕçнĕ. «Манăн пиччене Михаила та çара илсе кайрĕç. Эпĕ ун çинчен, хам пирки çырса пĕлтертĕм. Ентешсене çак çырăва вулама кăсăклă пулчĕ ахăр», — ятарлă çи-пуçлă ачасенчен чи малтан Анастасия Мушлаева сăмах илчĕ. Мария Егорова Вăрман Çĕктерти кадетсен кулленхи йĕркипе паллаштарнă хăйĕн çырăвĕнче. Вăл — 5 ачаллă çемьерен. Хăйсем пирки те тĕплĕ çырса кăтартнă хĕрача.

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул та парне пуçтарас, çыру çырас ĕçе хăйĕн тÿпине хывнă. Кунта та патриотизм теми малти вырăнта.

Амăшĕн чĕри

Ывăлне çар чаçне курма кайни — салтак амăшĕшĕн пысăк савăнăç. Çак тĕлпулу яланлăхах вĕсен асĕнче юлни иккĕлентермест.

Çапах мĕнлерех лару-тăру халĕ унта? Çакна амăшĕсенчен хăйсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр.

«Смоленск тăрăхне кайса килнине куç умне кăларсан кăмăл çĕкленет. Эпир çитнĕ тĕле салтаксем казарма умне пуçтарăнса тăнăччĕ. Кашнине ятран тĕрĕслеме пуçларĕç. Манăн ывăл çĕршыва хÿтĕленине куçпа курса ĕненни мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.

Пире, Лариса Ивановнăпа пĕрле кайнисене, казармăна вырнаçтарчĕç. Унта пурăнмалли условисем лайăх. Салтаксемпе пĕрлех апатлантăмăр. Столовăйра суйласа çиме май пур. Сăмахран, катлетпа пĕрле хуратул пăтти, макарон, çĕрулми нимĕрĕ илме юрать. Яшка та темиçе тĕрлĕ», — ăнлантарать Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри Светлана Алексеева.

Кайран амăшĕсемпе ывăлĕсем пĕрле пуçтарăнса хулапа паллашнă, истори вырăнĕсене çитнĕ. «Çар çи-пуçĕллĕ ывăлпа юнашар утниех мĕнешкел хăпартлантарнине пĕлесчĕ сирĕн. Сÿнми çулăм патĕнче чарăнтăмăр. Пирĕн салтаксем чыс парса хисеплĕ караула тăчĕç. Çакна курсан эпир, хĕрарăмсем, куççульлентĕмĕр», — тăсăлать калаçу.

Телефонпа шăнкăравласах тăнă пулин те çыру та янă Максим. Çав тĕркене типтерлĕ упрать хĕрарăм. Унти йĕркесене пăхмасăр тенĕ пек пĕлсен те çаплипех кашни çырăва çĕнĕрен вулать вăл.

Етĕрне районĕнчи Йÿçпанри Ивановсен икĕ ывăлĕ те салтак атти тăхăннă. Лариса Анатольевна та Смоленскри çар чаçне çитсе килнĕ. «Урăх хăçан кайса килĕттĕм унта? Çулçÿреве ырăпа кăна аса илетĕп. Вокзалта çар чаçĕн машинипе кĕтсе илчĕç пире. Лайăх йышăнчĕç, кайран ăсатса ячĕç. Ун чухне çар чаçĕнчи 26 чăваш çамрăкĕ валли кучченеç илсе кайрăмăр. Вĕсем çакăншăн хĕпĕртерĕç.

Ывăлсене салтака юрăхлă пулччăр тесе çитĕнтеретпĕр. Вĕсене хĕсметрен пăрса хăварас шухăш пуçра та пулман.

Çулталăкра тунсăхласа çитме те ĕлкĕреймен. Çапах Иван вырсарникунсерен шăнкăравласса хытă кĕтеттĕмĕр. «Йăлтах йĕркеллĕ», — тетчĕ. Иван патне икĕ хутчен посылка янă. Пĕрне — пылак çимĕç, нуски, супăнь, теприне çи-пуç чикнĕччĕ.

Амăшĕ яланах ачи-пăчи пирки шухăшлать. Çавăнпах ывăлсене салтака ăсатнă чухне те, хĕсметрен кĕтсе илме хатĕрленнĕ вăхăтра та çĕрĕпех ыйхă килмен», — чунне уçать Лариса Иванова.

Смоленскри çар чаçĕн командирĕпе çыхăнма май килчĕ. Вăл хăйĕн ятне палăртасшăн пулмарĕ. «Хĕсмете каймашкăн çамрăксен малтанах хатĕрленмелле. Пулас салтаксен хăйсен кĕлеткине пиçĕхтермелли паллă. Унсăр пуçне тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллине арçын ачасен яланах асра тытмалла», — терĕ вăл.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.