Комментари хушас

6 Нарăс, 2016

Чăн-чăн арçын...

"Кам вăл санăн шутупа - чăн-чăн арçын?" - ыйтнăччĕ пĕрре манран пуçлăхсем. Калăн, пĕр-пĕр эксперт эпĕ. Çапах та шухăша янăччĕ ку ыйту. Мĕн шухăшланине пытармасăр калама хăнăхнă та, пуçлăхсене кÿрентерес мар тесе çапах та хуравлама васкамарăм.

Чăн-чăн арçын... Кам-ши вăл, мĕнлескер-ши? Çак ыйтăвах каярахпа хам та ЧР Пуçлăхĕн мăшăрне Лариса Игнатьевăна панăччĕ. "Шухăшне тĕрĕс палăртса сăмахне тытма пултаракан çын", - тÿрех хуравларĕ вăл. - "Çакăн пек арçын нумай-и вара пирĕн хушăра?" - çак ыйтăва памасăр епле чăтăн-ха? - "Нумаях тесе калаймăп”, - пулнăччĕ хурав.

Тĕлĕнмелле те, юлашки вăхăтра çак ыйтупа тăтăшах калаçма тивет. Çук, ятарласа мар, ăнсăртран пулса тухать ку. Пулăшу ыйтса пĕлĕшĕм шăнкăравларĕ. Хăй питĕ сумлăскер-ха вăл. Вăхăтĕнче хула мэрĕн пуканĕшĕн те кĕрешрĕ, пысăк завод директорĕ те пулчĕ. "Чăн-чăн арçын сассине илтме питĕ хавас, - евĕклĕн сывлăх сунтăм хайхискерне. Пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă, ура çинче çирĕп тăракан çын пирки урăх мĕнле калама пулать тата? - Çакăн пек арçынсем шăнкăравласах тăрсан мĕн тери аван пулмалла". - "Сирĕн йĕри-тавра чăн-чăн арçын питĕ нумай тесе каласшăн мар-тăр? - çавăрттарса хучĕ хайхи. - Шел те, чăваш хушшинче ун пекки сахалрах çав..."

Пĕтрĕмĕр! Эпир кунта арçын сумне-хисепне çĕклесси пирки çыратпăр, епле майпа та пулин вĕсене упраса хăварма тăрăшатпăр. Ара, вĕсен йышĕ тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа чакса пырать мар-и? Кунта акă арçынсем хăйсемех хăйсен вăйсăрлăхне йышăнаççĕ...

Чăваш арçыннин тымарне шыраса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрнех таврăнтăм. Ара, ялсенчен вăрçа тухса кайнисенчен çурри кăна каялла таврăннă-çке. Хĕрарăмăн вара ача çуратасах килет... Шăпах çав вăхăтра вĕлтрен кайăксен йышĕ ÿсни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Харсăртараххисем ниме пăхмасăр хăйсем валли те пулин çĕнĕ кайăк тупнă. Пĕр енчен лайăх темелле - халăх йышĕ ÿсет. Тепĕр енчен... Ашшĕсĕр ÿсекен ывăла хĕрарăм кăна воспитани парать: амăшĕ, кукамăшĕ-асламăшĕ... Кун пек лару-тăрура арçын ача, паллах, хĕрача моделĕпе воспитани илсе ÿсет. Юнри Y хромосома çăлса хăварасси те иккĕлентерет.

Каярахпа вара чăваш хĕрĕ хулана тухса каясси вăй илчĕ. Унта вара атте-анне курмасть, темĕн хăтланма та юрать. Анăçран эмансипаци çитрĕ. Йăлт кутăн-пуçăн çаврăнса кайрĕ пурнăç. Паян хĕрарăма арçын чăнласах ача çуратма кăна кирлĕ пек туйăнать. Укçине хăех ĕçлесе илет вăл, алла мăлатук-пуртă тытасси пĕрре те шиклентермест ăна. Нумаях пулмасть пĕлĕшĕм Мускавра хваттер туяннă, юсав ĕçĕсем ирттерме Шупашкарта тĕпленнĕ йăмăкне чĕнсе илнĕ. Эх, хайхисем перфоратор ярса илнĕ те мăкăрлантараççĕ кăна хваттерте. "Чăваш хĕрарăмĕсем пулĕ-ха?" - ыйтнă çак самантра вĕсем патне çитсе кĕнĕ кÿршĕ арçынни...

Юлашки вăхăтра пирĕн аппа-йăмăк Мускава тата ытти пысăк хулана çÿреме пуçларĕ. Ку хыпара малтанах илтсен тĕлĕннĕччĕ те. Халĕ хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Мĕн тăвăн, ачасене ура çине тăратмаллах. Тăван кĕтесре вара ĕç çук. Çавăн пекех, упăшкана та шанăç çук. Унăн - депресси. Çакăншăн, чăн та, чылай чухне хамăрах сăмах лекет. "Хăвăр айăплă, лава кÿлĕнетĕр те туртатăр. Арçыннăн, паллах, диван сыхламалли кăна юлать". Татах шухăша кайрăм-ха, чăваш хĕрарăмĕпе арçыннин хутшăнăвĕсем кăна çапла-ши? Пирĕн чиперуксен тем çитменнипе çыхăннă-ши ку? Тен, арçынна юрама пĕлместпĕр? Тен, Раççейре пурăнакан ытти халăхăн арçыннисем амăшĕсене, мăшăрĕсене, хĕрĕсене хисеплеме пĕлеççĕ?

Çак кунсенче хама лăплантаракан хыпар илтрĕм. Каллех - ăнсăртран. Чăн та, лăпланмалла мар, макăрмалла пулĕ-ха та, анчах та чăваш хĕрарăмне реабилитацилет ку. Ирхине ĕçе тухса киличчен чей те пулин ĕçме хăнăхнă эпĕ. Апат çини вăхăта сая янă пек туйăнать те, çак вăхăтра хаçат вуламасан та телевизор яратăпах. Кăсăклă та: эпĕ пĕр шухăшсăр çывăрнă вăхăтра тĕнчере çĕр каçипе мĕн пулса иртнĕ? Çĕршыв шайĕпе ĕçлекен тĕп каналсенчен пĕрин журналисчĕсем вĕсене те хĕрарăмпа арçын хутшăнăвĕсем хумхантарнине пĕлтереççĕ. Ку ыйтăва федераци шайĕпех çĕклени лару-тăру хĕрсех-çивĕчленсех çитнине кăтартакан паллă. Арçын пĕлтерĕшĕ, тĕллевĕ чăвашра кăна мар, çĕршывĕпех кутăнла аталанма пуçланă иккен. Раççей шайĕпе социологсем ку ыйтупа ятарласа тĕпчев ирттернĕ. Пĕтĕмлетĕвĕ çакăн пек - Раççей арçыннисенчен 25 проценчĕ... кил хуçи арăмĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пурăнма хирĕç мар /кунта предложени вĕçне мĕн лартмалла-ши: пĕр пăнчă-и е виççĕ-и? Тен, кăшкăру палли?/ Тепĕр майлă, этемлĕхĕн вăйлă çурри апат пĕçерсе, кил çурта тирпейлесе пурăнма хирĕç мар. Е вĕсем çакна арăмĕсем ĕçрен таврăнсан хăйсемех пурнăçласса шанаççĕ-ши? Апла пулсан, арçынсем кĕçех ача çуратма та килĕшĕç? Ирĕксĕрех кулăш аса килет. "Кум, эсĕ çунакан çурта кĕме пултарăн-и? - Мĕн эсĕ, çук паллах. - Ĕрĕхсе пыракан лашана чарăн-и тата? - Паллах, çук. - Вăт, кум, çавăншăн юрататăп та сана: хĕрарăм пулманшăн!" Чăн та, ку кулăш ĕнер-паян çуралнăскер мар...

...Вулакана çапах та эпĕ пуçлăхсен ыйтăвне мĕнле хуравлани кăсăклантарать пулĕ-ха. Çук, паллă юрăри пек пÿрне хуçса шутлама пуçламарăм: ан турттăр, ан ĕçтĕр, чечек ялан парнелетĕр, хунямăшне анне тесе чĕнтĕр, шалăвне йăлт кăларса патăр, футбол тесен каçса ан кайтăр, ушкăнра хаваслантарма пултартăр, унсăр пуçне хитре те, ăслă та пултăр... Паллă ĕнтĕ, кун пеккине кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн. Çитменнине, вăл хăйĕн пек идеал хĕрарăмах шырать пулĕ. Чăваш хĕрарăмĕн, манăн шухăшпа, пĕр ĕмĕт /тен, йăнăшатăп?/: арçын тени çемйине тăрантарма пултартăр. Анчах та ку хурав та тивĕçтермерĕ курăнать пуçлăхăмсене. Ман çине ăнланмасăртарах пăхнине курсан /ăнланмалла марри мĕн каларăм-ши?/ тÿрленме васкарăм: "Чăн-чăн арçыннăн министра ĕçлемелле темерĕм вĕт-ха, министр пуканĕ шутлă..." Çакăн хыççăн тинех пичĕсене йăл кулă таврăнчĕ хайхи.

Эпĕ вара тема тăсăмне Интернетра тĕпчеме тĕв турăм. Чăн та, инçе каймарăм, Шупашкар çыннисем тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явакан форума кăна шĕкĕлчерĕм. Кур-ха, кунта та çынсене çак ыйтăвах хумхантарать. Йăлт çырса кăтартма вырăн çитмĕ хаçатра. "Идеальный мужчина. Какой он?" ыйтупа хăвăрах кĕрсе пăхма пултаратăр. Хăш-пĕр хурав кăна кăсăклă пек туйăнчĕ: "Робот", "Манăн упăшка”... Пĕри вара çак ыйтăва пĕтĕмлетнĕ: "Идеал шайĕнчи арçын вăл - хĕрарăм..."

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.