Комментари хушас

21 Чÿк, 2015

Кула-кула паллашрăм та...

Пĕрремĕш хутчен 23-ре качча тухрăм эпĕ. Те çамрăкла темелле... Çулсем пурччĕ-ха, анчах çемье çавăрма вăхăт çитменччĕ-тĕр. Алюшпа иксĕмĕр те кун пек пысăк утăм тума пиçейменччĕ курăнать. Малтанах юратса çÿрерĕмĕр пулсан çемьеленсен хирĕçÿсем, харкашусем пуçланчĕç. Килĕшÿлĕх таçта çухалчĕ. Юлашкинчен пĕр-пĕрне пачах ăнланми пулса çитрĕмĕр. Упăшка каçсерен киле таврăнманни, кăнтăрла та хĕрарăмсем шăнкăравлани ывăнтарсах çитерчĕ, текех чăтаймарăм. Уйрăласси çинчен сăмах пуçарсан Алюш та хирĕçлемерĕ. Пачах тепĕр май - хаваспах килĕшрĕ. Часах Ванюк çураласса та каламарăм ăна. Арăмĕн хырăмĕ мăкăрăлма тытăннине хăй сисмерĕ те. Те юри курмăш пулчĕ.

Уйрăлнă хыççăн унпа пачах курнăçман. Шупашкар пĕчĕк хула пулин те çулсем урлă выртман. Эпĕ - Шăмăршă, вăл Муркаш районĕнчен, çавăнпа яла кайсан та тĕл пулман. Ача çуралсан кун пирки шăнкăравласа пĕлтернĕччĕ-ха ĕнтĕ. Ванюк пирки Алюшăн та пĕлмеллех тесе шухăшланăччĕ. "Эпĕ çуратма ыйтман. Йышăнмастăп", - терĕ. Паллах, суда кайса ашшĕ шăпах вăл иккенне çирĕплетме пултараттăм-ха, анчах çыхланас темерĕм. Пурнăçăмра вăл та, унăн ячĕ те текехрен ан та пултăр терĕм. Аттем те мăнукĕ патне кĕрÿшĕ пулнăскерне ура ярса та пустарма хушмарĕ. Манăн хута кĕчĕ.

Çапла Ванюкпа иксĕмĕр пĕр çемье пулса тăтăмăр. Алюш пирки аса та илмерĕм, тунсăхламарăм та. Ачана ашшĕ кирлĕ теççĕ-ха, анчах эпĕ шырамарăм. Хушăран каччăсем тĕл пулăва чĕнчĕç пулин те пĕринпе те çирĕп хутшăну йĕркелемерĕм. Кăмăлăм пулмарĕ. Чунăм туртмарĕ. Ванюка вĕсем епле йышăннине кура-тăр.

Сашăпа кĕтмен çĕртен паллашрăмăр. Ванюкпа уçăлма тухнăччĕ ун чухне. Çамрăк каччă пырса калаçни пачах тĕлĕнтермерĕ. Сăмах пуçарнишĕн нимĕн япăххи те çук-çке. Эпир ача лапамĕнче выляттăмăр. Вăл унта такама кĕтетчĕ пулмалла. Кайма вăхăт çитсен телефон номерне ыйтрĕ. Кула-кулах каларăм - шăнкăравласса шанмарăм.

Вăл вара çав каçах "тупăнчĕ". Уçăлма чĕнчĕ. Ача пурри пачах чăрмантармарĕ ăна. Часах Сашука хăнана киле чĕнекен пултăмăр. Ывăлăмпа епле вылянине курса савăнаттăм. Тĕрĕссипе, халĕ те çаплах. Тепĕр ашшĕ тăван ачине те ун пек юратас çук. Çапла çулталăк туслă çÿренĕ хыççăн качча тухма ыйтрĕ. Пĕчĕк уяв туса палăртрăмăр пурнăçăмăрти ку пулăма. Телейĕмĕре ытараймасăр пурăнма тытăнтăмăр. Чунран саврăм ăна. Вăл та кун каçа мансăр тунсăхланине систеретчĕ. Ĕçрен таврăнсанах пырса ыталатчĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕччĕ пек. Анчах... Павăла тĕл пултăм.

Мăшăра çав тери юрататтăм та, çавăнпах урăххине савасси пирки усал тĕлĕкре те тĕлленмен. Тĕрĕссипе, тусăмсенчен хăшĕ-пĕри эпĕ, ачаллăскер, тепĕр хутчен качча каясса та ĕненместчĕ. Çемьеленсен ăмсанакан та тупăнчĕ-ха. Ара, упăшкам пăхмалăх пурах. Сăнĕ-пичĕпе те чипер, туртмасть, уявсенче çеç сыпать, хăть те мĕнле ĕç патне те алли пырать. Хам телейĕме хам ĕненмесĕр пурăнаттăм. Ытла та çÿлте вĕçнĕрен-ши, Павăлăн кăвак куçĕнче путрăм. Сасси мĕне тăрать! Шăпчăк юрлать тейĕн. Çук, эпĕ ăна ухмаха тухасла савнине никам та пĕлмест. Павăл хăй те.

Юрать-ха пирĕн туйăмсем хире-хирĕç мар. Унсăрăн хамăра тытса чарайман пулăттăмăр. Кун пек чухне çылăха кĕресси те инçе мар вĕт. Ку туйăм вăхăтлăх айванлăх иккенне те аван чухлатăп. Анчах хампа нимĕн тума пултараймастăп. Павăл çинчен пĕрмай шухăшланăранах Сашукпа та хирĕçекен пултăм. Манпа темĕн пулса иртнине упăшкам та сисет. Пуçăмра та, ăшăмра та урăххи пулнăранах мăшăра та чунран савса ыталаймастăп. Çакна вăл туятех.

Çемьене хакламаллине, упрамаллине, усал шухăшсене пуçăмран кăларса ывăтмаллине аван пĕлетĕп. Анчах чĕрем тăнăма итлемест. Çак хирĕç-тăрăва епле тытса чарам-ши? Кăмăлăма епле алла илем-ши? Юрамасть-çке юттине савма. Унсăрăн пĕтетĕп вĕт...

ЕКАТЕРИНА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.