Кула-кула паллашрăм та...
Пĕрремĕш хутчен 23-ре качча тухрăм эпĕ. Те çамрăкла темелле... Çулсем пурччĕ-ха, анчах çемье çавăрма вăхăт çитменччĕ-тĕр. Алюшпа иксĕмĕр те кун пек пысăк утăм тума пиçейменччĕ курăнать. Малтанах юратса çÿрерĕмĕр пулсан çемьеленсен хирĕçÿсем, харкашусем пуçланчĕç. Килĕшÿлĕх таçта çухалчĕ. Юлашкинчен пĕр-пĕрне пачах ăнланми пулса çитрĕмĕр. Упăшка каçсерен киле таврăнманни, кăнтăрла та хĕрарăмсем шăнкăравлани ывăнтарсах çитерчĕ, текех чăтаймарăм. Уйрăласси çинчен сăмах пуçарсан Алюш та хирĕçлемерĕ. Пачах тепĕр май - хаваспах килĕшрĕ. Часах Ванюк çураласса та каламарăм ăна.